АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç-хĕле, ÿсĕмсене сăнлать, маттуррисене ырлать

17 ноября 2010 г.

 

Вулакансене Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕ интереслĕ пулассăн ту-йăнать. Ăна 1989 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнчи номерте пичетленĕ. «Патăрьел районĕн центрне Аслă Каçал ялне куçарас, район составне кĕртес: ПАТĂРЬЕЛ РАЙОНĔНЧЕН – Александровка, Аслă Каçал, Шăхран, Аслă Çĕрпÿел, Нĕркеç, Хирти Сĕнтĕр, Мăнтăр, Кĕтнеçи Сĕнтĕр, Эткер ял Совечĕсене; ШĂНКĂРТАМ РАЙОНĔНЧЕН — Эльпуç, Кайнлăк, Тукай Мишер, Чĕчкен, Урмаел ял Совечĕсене; ЙĔПРЕÇ РАЙОНĔНЧЕН — Асанкасси, Явăш, Тимĕрчкасси, Вăрманти Мăрат, Хырхĕрри, Тăманлă Выçли, Чурачăк ял Совечĕсене.

Аслă Каçал ял Советĕнчи ĕççыннисем, профсоюз, комсомол, колхоз тата ытти обществăлла организацисем Аслă Каçал ялĕн ятне улăштарса Комсомольски ялĕ тума, Аслă Каçал ял Советне Комсомольски ял Совечĕ тума тата Патăрьел районне Комсомольски районĕ тума ыйтнине йышăнас.

Чăваш АССР Халăх Комиссариачĕсен Советне Комсомольски район центрне благоустройство тума практикăлла мероприятисем палăртса хатĕрлеме хушас.

З.Андреева, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн председателĕ, Г.Гусев, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн секретарĕ. Шупашкар хули, 1939 çулхи январĕн 21-мĕшĕ».

Указа РСФСР Верховнăй Совет Президиумĕ 1939 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче çирĕплетнĕ» тенĕ çак историллĕ документра. Районăн çур ĕмĕрхи юбилейне вара февралĕн 18-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура паллă тунă. Районти ĕç çыннисене чаплă юбилейпе саламлама Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Председателĕ А.М.Леонтьев килнĕ. Эрозие хирĕç кĕрешес енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунăшăн вăл район представителĕсене куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялав панă.

Мартăн 11-мĕшĕнчи номерте «Хисеплĕ юлташсем! Кĕçнерникун, 1989 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче, каçхине ĕç вĕçленсен, «Октябрь ялавĕ» хаçат сотрудникĕ Н.В.Никифоров килне таврăнман. Паян кунччен те вăл ăçти паллă мар. Кам та пулин çак кунсенче ăна курнă е вăл ăçтине пĕлет пулсан, эпир сире районти шалти ĕçсен пайне е район хаçачĕн редакцине шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр» текен информаци пичетленнĕ. Шел те, вĕри чĕреллĕ, пултаруллă журналист нихăçан таврăнмалла мар çухалнă çав. Районти йĕркесĕрлĕхе питлекен статйисемшĕн, уççăн çырнишĕн татнă Николай Валентинович пурнăçне. Демократи, перестройка текен тапхăрта çын утă купинчи йĕп пек çухални пĕтĕм халăха пăлхантарнă, тарăхтарнă. «Октябрь ялавне» çакăн пирки çыракансем йышлă пулнă, мартăн 26-мĕшĕнче, СССР халăх депута-чĕсене суйламалли кун, Комсомольскинче перестройкăпа пĕр шухăшлă çынсен митингĕ пулса иртнĕ. Май уйăхĕн пуçламăш кунĕнче вара журналистăн ÿтне Улатăр вăрманĕнче тупнă, 3-мĕшĕнче пĕтĕм халăхпа чысласа пытарнă.

Апрелĕн 1-мĕшĕнче тухнă «Çитĕнÿ тунă ятпа» статьяран экономикăпа социаллă пурнăçа 1988 çулта аталантармалли государство планне ăнăçлă тултарассишĕн пынă Пĕтĕм Союзри социализмла ăмăртура çĕнтернĕшĕн «Заря» тата «Алга» колхозсене КПСС Центральнăй Комитечĕн, СССР Министрсен Совечĕн, ВЦСПСăн тата ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавĕпе наградăланине пĕлме пулать. Çавăн пекех çак хуçа- лăхсене ВДНХри Пĕтĕм Союзри Хисеп Хăми çине кĕртнĕ.

Апрелĕн 4, 6-мĕшĕсенче Руфина Смирнован «Тĕлпулу» калавĕ кун çути курнă. Унта Аслă Отечественнăй вăрçа пула уйрăлнă мăшăр нумай çул иртсен больницăра тĕл пулнине çырса кăтартнă. Лидăн мăшăрĕ, Коля, çапăçу хирĕнче хыпарсăр çухалать. Мирлĕ пурнăç çитсен те шанчăкне çухатмасăр кĕтет юратнă çыннине хĕрарăм. Пĕррехинче аслă хирургра ĕçлекен Лидăна инвалидсен çуртĕнче пурăнакансен сывлăхне тĕрĕслеме тÿр килет. Хура-хăмăр куçлă арçын ун çине пăхсан пăлханса кайнине туйса илет врач. Ун упăшкин шăпах çавăн пек тĕслĕ куçсемччĕ. Анчах лешĕ урăх хушаматлă пулнине илтсен лăпланать. Çапах сиплев вĕçленнĕ кун хĕрарăм чĕри ку арçын хăйĕн мăшăрех пулнине туйса илет. Юратакан чунсем пĕр-пĕрне тинех тупаççĕ. Коля, вăрçăра урине çухатнă хыççăн, арăмне пăхтарас мар тесе, килне таврăнман, хушаматне улăштарнă. Калава хумханмасăр вулама çук.

П.Таллеров «Халăх учителĕ» очеркра (1989 çул, апрелĕн 13-мĕшĕ) Моисей Тимофеевич Тимофеев учитель çинчен çырать. Чăваш халăхне çутта кăларас тĕлĕшпе 50 çул ытла ĕçленĕ вăл, аслă просветитель И.Я.Яковлев ÿсĕмĕнчи çын. М.Тимофеев Нĕркеç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çамрăкла тăлăха юлнă пулин те, вăл вĕренме майсем тупнă. 1871 çулта Кăнна Кушкинчи пĕр класлă училищĕре пĕрремĕш ушкăнри 16 ача шутне лекет. 1874 çулта, училище пĕтерсен, ăна Тăвай вулăсĕнчи Енĕш Нăрвашри шкула учителе яраççĕ. Тимофей Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕнчен 1880 çулта вĕренсе тухать. М.Т.Тимофеева, ачасене вĕрентес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн, Александр хăйăвĕ çинчи кĕмĕл медальпе наградăлаççĕ. М.Тимофеев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесен çак материалпа паллашма сĕнетпĕр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика