АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннесен кунне анлă ирттерер

17 ноября 2010 г.

 

Кашни çыншăн çĕр çинче чи хакли вăл — сана пурнăç парнеленĕ анне. Хĕрарăмăн пысăк тивĕçне хакланăранах пулĕ, вĕсене хисеплеме те чыслама ятарлă кун палăртнă. Иртнĕ çулсенчи пекех, ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче Раççейре Аннесен кунне черетлĕ хут паллă тăватпăр. Обществăра тата пурнăçра хĕрарăмăн ĕçне çÿлерех çĕклес, унăн тивĕçне кирлĕ пек хаклас, аннесене пĕрлештерес, вĕсен хушшинче пултаруллисене тупса палăртас тĕллевсемпе районти культура учрежденийĕсенче çак кун уявсем иртĕç. Чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламлани, уйрăмах ăна ачасенчен тата савнă мăшăрсенчен илтсен, темрен те хаклă, чуна хăпартлантаракан юрă-сăвă, ташă янрани, сĕтел тавра ларса калаçу юхни чуна уçать-çке.

Районти Хĕрарăмсен обществăлла совечĕ те çак куна анлă уявлама хатĕрленет. Ноябрĕн 24-мĕшĕнче кăнтăрла иртсе пĕр сехетре районти культурăпа кану центрĕнче кĕтетпĕр сире, хаклă та хисеплĕ аннесем. Ĕмĕтсем тăрăх, кашни ял поселенийĕнчен килсе çитекен пултаруллă та маттур анне-хĕрарăмсемпе тĕплĕнрех паллашасшăн. Конкурс условийĕсемпе килĕшÿллĕн, кашнинех кĕске вăхăтра хăйĕнпе тĕплĕнрех паллаштармалла, пултарулăхĕпе савăнтармалла, ăсталăхĕпе тĕлĕнтермелле, апат çимĕçпе сăйламалла. Хутшăнакан кашни хĕрарăм валли парнесем хатĕрлетпĕр. Спонсорсем те тупăнчĕç. Маттур хĕрарăмсене пулăшма ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те ыйтса каласшăн: тăван ялтан район центрне хăйне конкурсра пулăшакан, хăпартлантаракан тус-хĕрарăмсемпе ăмăртма килсе кайма транспорт уйăрма ыйтасшăн.

Вырăнти ял поселенийĕсенчи хĕрарăмсен совечĕсен председателĕсене конкурса хутшăнакансене пулăшма ыйтасшăн.

Çак кун аннесен ячĕпе ятарлă сăн ÿкерчĕксен выставки те ĕçлĕ. Анне-хĕрарăм сăнарне анлăн палăртма ку мел те пулăшĕ.

Республика шайĕнче иртекен Аннесен уявĕнче пирĕн районтан Элпуç ял тăрăхĕнче тăрăшакан, чăваш чĕлхине вĕрентекен пултаруллă учительница Валентина Германовна Зайцева хутшăнма тивĕç пулчĕ. Ноябрĕн 26-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти ачасен творчество керменĕнче вăл фестиваль-конкурса хутшăнĕ. Район шайĕнче иртнĕ альбом-портфолио конкурсĕнче унăн ĕçĕ малтисен шутне лекнĕ. Çывхаракан тупăшура та унăн лайăх кăтартусем пуласса шанса, ăна татах та ăнăçусем сунатпăр.

Хаклă анне-хĕрарăмсем, сире çывхарса килекен уяв ячĕпе саламласа, пурнăçра ăнăçу сунса пурне те уява чĕнетпĕр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика