17 ноября 2010 г.
Г.М.Пыркин нумай çул ĕнтĕ «Урожай» колхозра конюхра ĕçлет. Коллектив туслă, пĕр-пĕринпе канашласси, сăмахпа, ĕçпе пулăшасси йăлана кĕнĕ. Геннадий Михайлович вара юлташĕсем хушшинче пысăк хисепре.
Пултаруллă конюх кăçал 30 кĕсререн 30 тиха пăхса ÿстерчĕ. «Лашасем те, çынсем пекех, сăпайлăха, юратнине кăмăллаççĕ»,— тет Г.Пыркин. Сăмах май, вăл хуçалăхра 1985 çултанпах ĕçлет. Ытти çулсенче бригадирта та тăрăшнă.
Канлĕхе пĕлмен, хастар ĕçчен сăмахĕсене ял-йышра та, коллективра та тимлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна район администрацийĕ, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви пĕр хутчен кăна мар Хисеп грамотисем парса чысланă.
Геннадий Михайлович мăшăрĕпе икĕ ывăл çуратса ÿстерсе, тивĕçлĕ воспитани панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Источник: "Каçал Ен"