АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тематика йышăнăвĕ иртĕ

17 ноября 2010 г.

 

Районти тĕп библиотекăра «Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ» ОООн ЧР уйрăмĕн консультаци пунктĕнче тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Кăçалхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче 15—16 сехетсенче пĕрлехи тематика йышăнăвĕ пулать. Унта предпринимательство субъекчĕсене патшалăх тата муниципаллă тĕрĕслевсем ирттернĕ чухне хÿтĕлес ыйтусене пăхса тухĕç. Ăна район прокуратури тата район администрацийĕ йĕркелеççĕ. Унта район прокуратурин, пушар надзорĕн, миграци службин, Роспотребнадзор управленийĕн Чăваш Республикин Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн ертÿçисемпе яваплă специалисчĕсем, вырăнти самоуправлени органĕсен ĕçченĕсем тĕрлĕ темăсемпе тухса калаçĕç, ыйтусем çине хуравлĕç. Пĕрлехи тематика кунне коммерциллĕ тата коммерциллĕ мар организацисен, патшалăх контроль (надзор) органĕсен, вырăнти самоуправлени органĕсен представителĕсене, индивидуаллă предпринимательсене тата ыттисене те чĕнеççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика