АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплă ĕçре 30 çул

17 ноября 2010 г.

 

Н.Е.Лукиянова Хирти Выçли ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех Надя математика предметне шĕкĕлченĕ. «Паянхи вĕренекенсем числосене ăсра хутлама, пайлама пурте пĕлмеççĕ те пулĕ. Пирĕн вăхăтра калькуляторсемпе усă курман. Çурçĕрте вăратсан та куç хупмасăр «хутлав таблицине» каласа пама пултарнă»,— тет Надежда Егоровна. Çунатлă ĕмĕтпе пурăнакан хĕр ача шкул пĕтерсен Владимир облаçне çул тытнă, бухгалтера вĕренсе тухса алла специальность илнĕ. Ун хыççăн Чĕмпĕр облаçĕнчи пĕр хуçалăхра тĕп бухгалтерăн çумĕнче ĕçленĕ.

1979 çулта Хирти Шăхасан каччипе, Анатолий Лукияновпа, çемье чăмăртанă. Çамрăк çемье çав çулах тăван ене куçса килнĕ.

Надежда Егоровна 1980 çултанпа — Перекет банкĕн тытăмĕнче. Вăл паянхи кун Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн Аслă Çĕрпÿелĕнчи 7507Ÿ088 филиалĕнче тăрăшать.

Виçĕ ача — виçĕ ывăл çуратса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă Лукияновсем. Алексей Шупашкар хулинче хăйĕн çемйипе тĕпленнĕ. Олег Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче экономист пĕлĕвне илнĕ. Владислав Мускав хулинче аслă пĕлÿ пухнă, çавăнтах çемйипе пурăнать.

Ĕçчен хĕрарăм пултарулăхшăн Раççей Перекет банкĕн Хисеп грамотине те тивĕçнĕ. Ялти çынсем электроэнергишĕн, газшăн, телефоншăн тата ыттисемшĕн те банк урлă тÿлеççĕ. «Ваттисемпе ватă пек, çамрăксемпе — çамрăк»,— теççĕ Надежда Егоровна пирки. Вăл пурне те ăнлантарса тĕрлĕ квитанцисене çырма пулăшать. Пенси укçине яланах вăхăтра çитерме тăрăшать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика