17 ноября 2010 г.
Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов Комсомольскинче ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕ. «Комсомольскинчи сельхозтехника» УАОра Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ пахча çимĕç тата улма-çырла типĕтекен предприяти ĕçĕпе тĕплĕ паллашрĕ. Оборудование вырнаçтарса пĕтернĕ хыççăн кунта сентябрь вĕçĕнче купăста типĕтме пуçланă. Кайран кишĕр çине куçнă, ноябрьтен вара çĕр улми типĕтеççĕ. «ТАВ» ООО генеральнăй директорĕ Вадим Матросов министра завода тума пуçланăранпа çулталăк çитичченех хута янине пĕлтерчĕ. Иртнĕ çул октябрĕн 17-мĕшĕнче «Россельхозбанк» филиалне уçнă чухне Николай Федоровпа Юрий Трушина хăйсен пысăк планĕпе паллаштарнăччĕ. Строительство пуçланиччен компани ертÿçисем пахча çимĕç типĕтес енĕпе тĕнчери технологисене тĕпченĕ, Евросоюза кĕрекен çĕр-шывсене те çитсе курнă. Производствăна аталантармалли пĕрле тунă бизнес-планпа «Россельхозбанк» УАОна кайнă. 5 çуллăха 45 миллион тенкĕлĕх кредит илсен ĕç вĕреме пуçланă...
Комсомольскисене оборудование вырнаçтарма, унпа ĕçлеме вĕренме Санкт-Петербургри «Русская еда» корпорацин специалисчĕ Николай Клямкин нумай пулăшнă.
«Паянхи кун талăкра 1700 килограмм типĕтнĕ продукци кăларатпăр. Вăл складра выртса тăмасть, заказчиксем патне çийĕнчех ăсанать. Рабочисем икĕ сменăпа 7-шер сехет ĕçлеççĕ. Кĕçех оборудование талăкĕпех ĕçлеттерме пуçласшăн. 12-шер сехетлĕ сменăсем çине куçасшăн»,— тет производство начальникĕ Ринат Гинатуллин. Кунта бригадăсен ячĕсем те хирти чечексен: «Ромашки», «Одуванчики» тата «Васильки». Мĕншĕн капла ятсем панă тесе ыйтсан çапла ăнлантарчĕç: вăйă элеменчĕсемпе ĕçлеме кăсăклăрах. Ăмăртса ĕçлес кăмăл та çуралать терĕç. Производствăра тăрăшакансенчен ытларахăшĕ çамрăксем. Ăмăртуллă ĕç шăпах вĕсем валли ĕнтĕ.
Чĕртавара паянхи кун та туянаççĕ. Кирек кам та — ял хуçалăх предприятийĕсем те, уйрăм çынсем те, фермерсем те хăйсем çитĕнтернĕ çимĕçе сĕнме пултараççĕ.
Экскурсие вĕçленĕ май, Сергей Владимирович предприяти ертÿçисене проекта ăнăçлă ĕçе кĕртнĕшĕн тав турĕ, малашнехи çăмăл мар, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçре çитĕнÿсем сунчĕ. Кунта тума палăртнă ĕçсем пайтах-ха: тасатмалли сооруженисем тумалла, производство хăватне ÿстерсе пыма тепĕр цех çĕклесшĕн. Çак ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"