АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 100 çул 100 кун кăна мар, утса тухма çăмăл мар

13 ноября 2010 г.

Кивĕ Сĕнтĕр ялĕ хитре вырăнта вырнаçнă. Юнашарах Кĕтне юхса иртет, çуркуннепе сад пахчисем чечекĕсемпе ырă шăршă сарса лараççĕ. Кунта сывлăшĕ те уçă, сиплĕ. Çавăнпах пуль ял çыннисем те вăрăм ĕмĕрлĕ. Акă Г.Н.Ксенофонтовăн «Долгожители Чувашии» кĕнекине çак ялта пурăнса 100 çулта е ытларахра, 99, 98 çула çитсен çĕре кĕнĕ 5 çын ятне кĕртнĕ. Паян вара манăн Анна Павловна Тяканова çинчен сăмах пуçарас килет, çакăн валли сăлтавĕ чăннипех те пысăк. Çитес кунсенче вăл 100 çул тултарнине паллă тăвать.

Анна Павловна Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче 1910 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче çуралнă. Амăшĕпе ашшĕ, Дарья Тарасовнăпа Павел Тимофеевич, хăйсем хут пĕлмен пулин те, çичĕ ачине çынсене хисеплеме, ĕçе юратма, Турра ĕненме хăнăхтарса ÿстерме тăрăшнă. Чăнах та вĕсем обществăна юрăхлă, çирĕп сывлăхлă çитĕннĕ, çавăнпах вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă. Пĕр тăвансенчен Евдокия 98 çула кайсан, Татьяна 93-е çитсе вилнĕ. Ефросинья та 90 урлă каçнă, Иван 77 çул пурăннă. Анук аппа вара пуринчен те ирттерчĕ. Ашшĕпе амăшĕ нумаях пурăнайман, 40 урлă каçсанах çĕре кĕнĕ. Вĕсемсĕр юлсан пĕр тăвансем хăйсем тĕллĕнех пурăнма пуçланă, аслисем кĕçĕннисене пăхса ÿстернĕ. Ыйткалакана çил хирĕç тенешкел, тăлăхсене тепĕр инкек пырса çапать: вăйлă çавра çил тухса Иванпа Марьене таçта çити хăпартса ярать. Иван хытă ÿксе урине хуçать, уксах тăрса юлать. Марьен куçĕ япăхрах курма пуçлать.

Анук — çемьери улттăмĕш ача. Чухăнлăха пулах пуль, шкула çÿреме май килмен. Тăванĕсем каланă тăрăх, вулама-çырма пĕлет, апла-тăк, хăй тĕллĕн вĕреннĕ ĕнтĕ. Малтан килти хуçалăхра тăрăшнă, кайран, ялта колхоз туса хурсан, унта ĕçленĕ. Фермăра скотникра тăрăшнă, кĕтÿ кĕтнĕ. Тĕрĕссипе, арçын ĕçĕсене пурнăçланă ĕнтĕ. Мăшăрлă пурнăç тутти-масине туйса курман вăл, мĕншĕн çемье çавăрас темен — кинемей кун пирки калаçура шарламарĕ. Вăрçă пуçлансан Аннана Улатăр районĕнчи Алтышевăна вăрман касма янă. Çемьесĕрскерне ăçта ĕç алли кирлĕ çавăнта янă, хăйĕнчен ыйтса та тăман. Арçынсемпе танах тăрăшнă харсăрскер, нихăçан та ÿркенсе тăман. «Çав çулсенче эпĕ килте пит пурăнсах та курман. Пĕр çĕртен килеттĕм — хуçалăхра мана тепĕр вырăна яма хатĕрех тăратчĕç. Вăрçă вĕçленсен те Çĕпĕрех, Свердловска, вăрман касма кăларса ячĕç»,— терĕ çав йывăр вăхăта аса илсе хĕрарăм.

1951 çулта Анна Павловна Латви ССРĕнчи Рига хулине тухса кайнă. Унта пенси çулĕ çитичченех стройкăра, фабрикăра тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Тивĕçлĕ канура та ахаль лармасть Анук, техничкăна вырнаçать. «Отпуск вăхăтĕнче тÿрех тăван яла вĕçтерсе çитетчĕ аппа. Тем тĕрлĕ кучченеç, япаласем илсе килетчĕ е посылкăпа ăсататчĕ. Отпускне вара ялти ĕççи вăхăтне илме тăрăшатчĕ: çĕр улми кăларнă, утă çулнă кунсенче. Тăвансене пурне те пулăшса хăварма ĕлкĕретчĕ»,— аса илеççĕ пĕр тăванĕсен хĕрĕсем.

Тăван кĕтес темрен те хаклăрах, пылакрах, çывăхрах çав. Çулсем иртсе пынăçемĕн, ватлăх çывхарнăçемĕн çуралнă тăрăх хăй патне вăйлăрах туртма пуçланă. 1978 çулта Анна Павловна Çĕнĕ Шупашкар хулине куçса килнĕ, унта 1986 çулччен пурăннă. Чирлĕ аппăшне, Зойăна, пăхма Анук аппа Кивĕ Сĕнтĕре килнĕ. Паянхи кун вăл Иван тетĕшĕн хĕрĕ Мария Ивановна Кокшина патĕнче пурăнать. Ватăсем Анаткас урамĕнчи тирпейлĕ çуртра иккĕшех килĕштерсе, шăкăлтатса кун хыççăн кун ирттереççĕ. Сăмах май каласан, Марье аппан та çулĕсем чылаях, 83 урлă каçнă. Вăл ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Унăн пысăк çемйи саланнă, ачисем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Упăшки вара Аслă Отечественнăй вăрçăран аманса килнĕ те нумай пурăнайман. Икĕ ывăлĕ ялтах тĕпленнĕ, пысăк ĕçсем тума амăшне килсе пулăшаççĕ. Паян кун та сысна, чăх-чĕп тытать Марье аппа.

Юбиляр çине пăхсан ăна 100 çул парас та килмест: темле йывăр ĕçленĕ пулсан та кĕлетки авăнсе пĕкĕрĕлмен, яштаках унăн, сасси уçă. Юлашки вăхăтра хăлхи япăхрах илтме пуçлани пирки çеç ÿпкелешрĕ. Пенсие тухнăранпа больницăна кайса курман, унтан-кунтан ыратсан та килĕнчех, халăх мелĕсемпе ирттерсе яркаланă. Мария Ивановна каланă тăрăх, Анук аппа пĕлтĕр те калакпа çĕр улми чавнă, кăçал вара пуçтарма пулăшнă. Çут çанталăкпа Турă чăннипех çирĕп сывлăх панă çав Анна Павловнăна!

«Эп 100 çул пурăнасса мана Евтук аппан ывăлĕ Иван (Иван Тимофеевич Кокшин, таврапĕлÿçĕ – авт.) хăй виличчен каласа хăварчĕ. «Ий-й, нумай пурăнатăн-ха, тăванăм. Ман тĕлĕкре эсĕ 100 метр çÿллĕш 100 çулхи хурăн тăрринче çÿреттĕн» терĕ. Турри мĕн чухлĕ çырнă вĕт ĕнтĕ»,— каласа пачĕ кинемей.

— Анук аппа, вăрăм ĕмĕрлĕ пулас тесен мĕн тумалла-ши? — тесе ыйтсан, кăштах шухăшласа ларнă хыççăн çапла хуравларĕ: ĕçлемелле, яланах утмалла, хускалмалла. Çак сăмахсене пирĕн ват çыннăн пилĕ вырăнне хурсах йышăнмалла ĕнтĕ. Ĕç пурнăçа тытса пырать-çке, хускану вара сывлăха упрама пулăшать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика