АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сертификатсем алла илчĕç

13 ноября 2010 г.

Паянхи социаллă тата экономикăн çĕнĕ условийĕсенче ачасене пăхса ÿстерме çемьене витĕмлĕ пулăшупа тивĕçтересси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Паянхи кун Амăшĕн капиталĕн укçипе вырăнлă усă курма май пур.

Раççей Пенси фончĕн Комсомольски районĕнчи управленийĕ ача çуратнă амăшĕсене укçа-тенкĕ илмелли сертификата савăнăçлă лару-тăрура парса хавхалантарассине йăлана кĕртнĕ.

Акă ноябрĕн 9-мĕшĕнче те Пенси фончĕн ĕçченĕсем çавăн пек мероприяти йĕркелерĕç. Ăна Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕн ĕçĕсене тăваканĕ И.Г.Белобаева, пай начальникĕ И.А.Гришина йĕркелесе ертсе пычĕç. Свидетельствăсене район çыннисем — Петуховсем, Кадыковсем, Григорьевсем тата Гайнулловсем — тивĕç пулчĕç. Сăмахран, Светлана Петровнăпа Анатолий Николаевич Петуховсем йĕкĕреш хĕр ачасемшĕн (сăн ÿкерчĕк çинче) сертификат илчĕç. Пепкесем вĕсен çемйинче — тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш ачасем. Алина Владимировнăпа Алексей Николаевич Кадыковсемпе Галина Геннадьевнăпа Александр Леонидович Григорьевсен — виççĕмĕш ача. Лейсан Сенатулловнăпа Альмир Шарипзянович Гайнулловсен – иккĕмĕш.

Сертификат илнĕ çемьесене саламлама ача амăшĕсем ĕçлекен вырăнсенчен представительсем килсе çитрĕç. Григорьевсен çемйине саламласа район больницин тĕп врачĕ Ф.Ф.Асейнов сăмах тухса каларĕ. «Ача вăл — çемьешĕн питĕ пысăк савăнăç. Малашнехи пурнăçра та вĕсем сире пархатар кăтартчăр»,— терĕ чуна витерекен сăмахсемпе Фанис Фаттахутдинович. Гайнулловсене «Вакыт» хаçат редакцийĕн ĕçченĕ М.Г.Гафурова саламларĕ.

Паянхи социаллă тата экономикăн çĕнĕ условийĕсенче ачасене пăхса ÿстерме çемьене витĕмлĕ пулăшупа тивĕçтересси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Паянхи кун Амăшĕн капиталĕн укçипе вырăнлă усă курма май пур.

Раççей Пенси фончĕн Комсомольски районĕнчи управленийĕ ача çуратнă амăшĕсене укçа-тенкĕ илмелли сертификата савăнăçлă лару-тăрура парса хавхалантарассине йăлана кĕртнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика