13 ноября 2010 г.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрăн коллективĕ кашни çынна пулăшма майсем шырать. Çак тĕллевпех тĕрлĕ предприятисемпе, организацисемпе килĕшÿсем туса çынсене ĕçе вырнаçтарассине йĕркелетпĕр. Акă, ноябрĕн 11-мĕшĕ тĕлне обществăлла ĕçсене тÿлевлĕ тума регистрацире тăракан 151 çынна явăçтарнă. Çак кăтарту иртнĕ çулхинчен аванрах, пĕлтĕр 37 договорпа 104 çынна ĕç тупса панăччĕ.
Паллă ĕнтĕ, тÿлевлĕ обществăлла ĕçсене вăхăтлăха та пулин ĕç тупса парас тесе йĕркелеççĕ. Тĕрĕссипе, кашни организаци, тем пек кирлĕ пулсан та, вăхăтлăх ĕç пурнăçлама çынсене илеймест. Пирĕн центр вара шăп çак енĕпе пулăшма пултарать.
Тепĕр чухне халăхăн хăш-пĕр категорийĕсене — инвалидсене, пенси çулне çитсе пыракансене, ачисене пĕччен ÿстерекен ашшĕ-амăшне — предприяти-организацисенче ĕçе илесшĕн мар. Çак категорие кĕрекен 12 çынна кăçал ĕçе вырнаçма пулăшнă, çакăн пирки районти 6 организаципе килĕшÿ тунă.
Источник: "Каçал Ен"