13 ноября 2010 г.
Нумаях пулмасть çамрăксен чи лайăх Советне тата Советăн чи лайăх председательне палăртас енĕпе республикăри конкурс финалĕ иртнĕ. Вăл Шупашкарта, агрегат завочĕн культура çуртĕнче пулнă. Конкурса Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин, экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министерствисем, суту-илÿпе промышленноç палати, РФ вĕрентÿ тата наука ĕçченĕсен профсоюзĕ, Раççейри çамрăк предпринимательсен Ассоциацийĕ пĕрле йĕркеленĕ.
Конкурс 3 тапхăрпа иртнĕ: муниципалитет шайĕнче, республикăри куçăн мар тур тата куçăн финал. Финалта çамрăксен 15 Совечĕ тата 10 председателĕ тĕл пулнă. «Вĕренÿ учрежденийĕн чи лайăх Совечĕ» номинацире Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи çамрăк педагогсен Совечĕ 3-мĕш вырăн йышăннă. Вĕсене чунтан саламлатпăр, малашнехи ĕçре те ÿсĕмсем сунатпăр.
Комсомольски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ район пуçлăхне, райпо председательне Евгений Иванович Карпеева конкурса хутшăнма пулăшу кÿнĕшĕн чĕререн тав тăвать, çирĕп сывлăх сунать.
Источник: "Каçал Ен"