АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă ĕçре тăрăшаççĕ

10 ноября 2010 г.

Юлашки çулсенче çĕр-шывра та, районта та апат ирĕлтерекен органсемпе чирлесе нушаланакансен шучĕ ÿссех пырать. Çакна статистика кăна мар, врач эндоскопист кабинечĕ патĕнчи черетсем те çирĕплетеççĕ. Апат ирĕлтерекен органсем ыратни вăл — асаплă чирсенчен пĕри, ăна чăтма та питĕ йывăр.

Районти тĕп больницăра ĕçлекен С.Н.Смирнова нумай çын пĕлет. Вăл — врач эндоскопист. Ун патне чирленисем таврари ялсенчен килеççĕ. Сергей Николаевич вара çынсен чир-чĕрĕсене тупса палăртса, тĕрĕс диагноз лартса сывалма пулăшать. Ытла та пархатарлă ĕç вĕт-ха вĕсен, шурă халатлă ĕçченсен.

С.Смирнов Комсомольски ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл, мĕн пĕчĕкрен врач пулма ĕмĕтленнĕскер, 1990 çулта, вăтам шкултан вĕренсе тухсан, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне медицина факультетне вĕренме кĕрет. Ăна ăнăçлă вĕренсе тухса, дипломлă специалист 1997 çулта районти тĕп больницăра эндоскопи ирттерекен уйрăмра ĕçлеме пикенет. Сергей Николаевич çынсене сиплес ĕçре 13 çул ытла тăрăшать. Вăл чăн-чăн медицина ĕçченĕ пулмах çуралнă тейĕн.

«Ĕçе питĕ кăмăллатăп. Медицина ĕçченĕ пациент сывалнипе хавхаланать. Эпĕ те çавах. Кашни çыннăн сывлăхне упрама тăрăшмалла. Тухтăр кана-шĕсене вăхăтра пурнăçламалла»,— тет врач эндоскопист.

Унăн мăшăрĕ те, Алсу Сенатулловна, медицина ĕçченĕ. Вăл районти больницăра статистика уйрăмĕнче ĕçлет. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчен 1996 çулта вĕренсе тухнă хыççăн Канашри медицина училищине çул тытнă. Алла диплом илсе тăван ене таврăнсан Алсу сывлăх хуралĕнче — 12 çул ытла. Сиплев тытăмĕнче статистика уйрăмĕ чи çĕнĕ уйрăмсенчен пĕри. Унта ĕçлекенсем сывалма килнĕ çынсене талонсемпе тивĕçтерес, отчетсем йышăнас тата ытти енĕпе те тăрăшаççĕ.

Ĕçре юратăвне тупнă Смирновсем пĕр çемьепе 5 çул ытла пурăнаççĕ. Туслă мăшăр пĕр ача — хĕр пăхса çитĕнтерет. Тăватă çулхи Дина та ашшĕпе амăшĕ пек, шурă халатлă ĕçчен пулма ĕмĕтленет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика