АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăнти лăпкăлăхшăн тăрăшаççĕ

10 ноября 2010 г.

Милици профессине суйласа илнисенчен чылайăшĕ — çирĕп сывлăхлă, спорт енĕпе пултаруллă, тĕреклĕ хул-çурăмлă. Ун пеккисем хуть мĕнле йывăрлăхсем умĕнче те пуçа усмаççĕ. Ăс-тăн енчен те тăтăшах хăйсене аталантарма тăрăшаççĕ. Милици сотрудникĕсем аталанччăр тесе тимлет те ĕнтĕ районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн пулăшуçи, милици майорĕ М.В.Фролов. Вăл — кадрсемпе ĕçлекен специалист. Сăмах май, Михаил Васильевич шалти ĕçсен органĕсенче 1993 çултанпа тăрăшать. Комсомольскинчи шалти ĕçсен пайĕнче — 2005 çултанпа.

Р.А.Зейнетдинов та милици сотрудникĕсем хушшинче хисепе тивĕçнĕ. Вăл шалти ĕçсен пайĕнче 1994 çултанпа. Милици капитанĕ çамрăк ĕçченсене кирек хăш вăхăтра та сĕнÿ-канашпа пулăшма тăрăшать. А.Марин аслă лейтенант, С.Прохоров капитан, В.Васильев лейтенант, участок уполномоченнăйĕсем, службăра пултаруллă. Сергей Павловичпа Владимир Антонович участокĕсенче (Хырхĕрри, Асанкасси тата Урмаел ял поселенийĕсен территорийĕсенче) маттур сотрудниксем тăрăшнипе тунă преступленисене уçса парасси 100 процентпа танлашать.

Милици сотрудникĕсем, пурте аслă пĕлÿллĕскерсем, вырăнти лăпкăлăхшăн ырми-канми ĕçлеççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика