АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах саккун хуралĕнче

10 ноября 2010 г.

Районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсем преступлени тăвассипе кĕрешессипе, çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе, право йĕркине пăсакансемпе профилактика ирттерессипе кăçал чылай ĕç тунă.

Район милицийĕн организациллĕ служба ĕçĕ-хĕлĕнчи тĕп тĕллев — пĕчĕк тата вăтам шайри преступленисене уçса панă чухне ĕç пахалăхне ÿстересси, халăха çул-йĕр çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси тата ытти те.

Кăçал 10 уйăхра район территорийĕнче 149 преступлени регистрациленĕ (пĕлтĕрхи кăтарту — 178). Вĕсене уçса парасси 90,6 процентпа танлашать, иртнĕ çулхипе танлаштарсан 5,2 процент ытларах. Преступленисенчен уйрăмах çынна хĕненĕ (21), çын пурлăхне вăрланă (30), вĕлерессипе хăратнă (6), çынна мăшкăлланă (5) тĕслĕхсем ытларах пулнă.

Вăрă-хурахсемпе кĕрешес тĕллевпе «Шырав» ушкăн ĕçлет. 10 уйăхра вăл пулăшнипе 16 преступление уçса панă.

Следовательсем кăçал 77 уголовлă ĕç пăхса тухса 36-шне суда янă, айăплă çынсене явап тыттарнă.

Январь — октябрь уйăхĕсенче районта административлă майпа çынсене айăпласа 1 млн та 718 пин тенкĕлĕх штрафланă, вĕсенчен 1 млн та 564 пин тенкине шыраса илнĕ.

Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене тивĕçлĕ воспитани паман тĕслĕхсем пурри питĕ пăшăрхантарать. Пĕлтĕр çак кăтарту 17 пулнă, кăçал — 18.

Килте эрех-сăра хатĕрлесе сутакансем чылай пулни те шутлаттарать. 10 уйăхра çакăн пек 15 тĕслĕх тупса палăртрăмăр.

Паллах, милици сотрудникĕсен тимлĕхе, сыхăлăха тата та ÿстермелле, профилактика ĕçĕсене те вăйлатмалла.

«Алăри пÿрнесем те пĕр тан мар»,— теççĕ. Пĕрисем саккуна пăхăнса пурăнма тăрăшаççĕ, теприсем йĕркене пăсма сăлтав тупаççех. Апла пулин те çакна кашнин çирĕп пĕлмелле: вăрттăн тунă пĕтĕм ĕç пурпĕрех çиеле тухать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика