10 ноября 2010 г.
Паянхи кун районти шалти ĕçсен пайĕнче 10 хĕрарăм ĕçлет, ку вăл — коллективăн 7 проценчĕ.
И.Аполонова Хирти Шăхасан ялĕнче çуралса ÿснĕ. Милици сотрудникĕ пулма ачаранах ĕмĕтленнĕскер, шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Уйрăмах истори, информатика предмечĕсене шĕкĕлченĕ. Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан Шупашкарти коопераци институчĕн юридици факультетне куçăмлă майпа вĕренме кĕрет. 1999 çулта аслă пĕлÿллĕ юрист районти шалти ĕçсен пайĕнче инженер-электроникра ĕçлеме пикенет. Унăн ĕçĕ питĕ яваплă.
«Районти шалти ĕçсен пайĕнче техникăна, оборудование çĕнетсех тăраççĕ. Çĕнĕ меслетсемпе те усă кураççĕ. Акă çитес вăхăтсенче пай начальникĕ вырăнтанах, кабинетран, Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕпе видеоконференцие хутшăнма пултарĕ. Унччен çапла евĕрлĕ селектор совещанийĕсене ертÿçĕн уйăхне 4 хутчен тĕп хуламăра çитмелле пулнă пулсан, малашне вара çула тухмасăрах министрпа калаçма май пулать»,— паллаштарчĕ Инна Николаевна ĕçри çĕнĕлĕхпе.
Вăл хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшать.
Мăшăрĕпе, Алик Анатольевичпа, икĕ ача ÿстереççĕ. Маттур та тăрăшуллă хĕрарăма пĕр хутчен кăна мар районти шалти ĕçсен пайĕн Хисеп грамотине парса чысланă.
Источник: "Каçал Ен"