10 ноября 2010 г.
Раççей Федерацийĕн Административлă Кодексĕ тăрăх, паспортсăр е регистрацисĕр пурăнакана, паспорта вăхăтра улăштарман çынна 1500 тенкĕрен пуçласа 2500 тенкĕ таран штраф пама пулать. 20 тата 45 çул тултарнисене, хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне улăштарсан, законодатель 1 уйăхра çĕнĕ паспорт илме хушать.
Енчен те айăплă çын штраф вăхăтра тÿлемесен, ăна Административлă Кодексăн 22.25 статйипе килĕшÿллĕн 15 талăк таран арестлеме пулать. Кăна вара миравай судья йышăну тăвать.
Кăçал 10 уйăхра районти миграци службин ĕçченĕсем 2 çын çине хутсем пуçтарса районти 1-мĕш номерлĕ участокăн миравай судйи патне ярса панă, явап тыттарнă. Сăмах май, тĕрлĕ саккуна пăснă тĕслĕхсемшĕн ют çĕр-шывран килнĕ 27 çын çине протокол çырнă, штраф тÿлеттернĕ. Паспорт — çыннăн тĕп докуменчĕ. Ăна тирпейлĕ упрăр, вăхăтра улăштарăр.
Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен Раççей Федерацийĕн гражданĕсем ĕç килĕшĕвĕпе ют çĕр-шывран килнĕ 18 çул тултарнă çынсене ĕçлеме явăçтарма пултараççĕ. Ăна валли вара патент илмелле. Патент илме малтан ЧР Миграци управленине заявлени çырмалла, паспорт, миграци карттин кописене, 3х4 см калăпăшлă тĕрлĕ тĕслĕ сăн ÿкерчĕк пулмалла.
Документа çак адреспа илме пулать: Шупашкар хули, К.Маркс урамĕ, 46 çурт. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8(8352) 62-92-12, 62-21-04.
Источник: "Каçал Ен"