10 ноября 2010 г.
Пурнăç çулĕ аслă пултăр, кашни çын кăмăлĕ тултăр тесе ĕçлеççĕ
районти ЗАГС ĕçченĕсем Р.П.Суратовăпа С.П.Портнова.
Çамрăк мăшăрсене çырăнтарнисĕр, ятарлă хутсем туса панисĕр пуçне вĕсем истори страници çине çырăнса юлакан тĕрлĕрен мероприятисем шутласа кăларса йĕркелеççĕ. Урăхла каласан, çак çуртра эрне варринче те хаваслă юрă-кĕвĕ сасси лăпланмасть.
Акă иртнĕ кунсенче Тăманлă Выçлире пурăнакан Нина Ивановнăпа Григорий Григорьевич Семеновсем çемье чăмăртаса 50 çул пĕрле пурăннине савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Ылтăн туй ячĕпе Семеновсене тус-тăванĕсем те саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Нумай кирлĕ-и ырми-канми ĕçленĕ ватăсене? Вĕсемпе пĕрлех Архип мăнукĕ çуралнине те паллă турĕç. Пепке çемьере тăваттăмĕш ача. Ашшĕпе амăшĕ, Алина Валерьевнăпа Алексей Григорьевич, ачана тивĕçлĕ воспитани пама, ырă-сывă ÿстерме сăмах пачĕç.
Çулталăк тăршшĕпех çакнашкал хавхалантаракан мероприятисем йĕркелеççĕ ЗАГС ĕçченĕсем. Çĕкленÿллĕ кăмăлпа килекенсене вĕсем яланах хавас.
«Тĕрлĕрен сăлтавпа уйрăлу çулĕ çине тăракансем пăшăрхантараççĕ пире»,— тет Римма Петровна, мана ЗАГС пайĕн цифрисемпе паллаштарса.
Ытларах ырă хыпар сунатпăр вĕсене, пархатарлă ĕçре тăрăшакансене.
Кăçалхи 10 уйăхра пирĕн районта 287 пепке çут тĕнчене килнĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан 30 ача ытларах. Çамрăксем çемье çавăрасси те 2009 çулхинчен ÿснĕ. 2010 çулта 191 мăшăра свидетельствăсем панă. Пĕлтĕрхи çак кăтарту 168-па танлашать.
Источник: "Каçал Ен"