10 ноября 2010 г.
Чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче республикăри МИХсен представителĕсем Чăваш Ен Президенчĕпе Михаил Игнатьевпа ирттернĕ тĕл пулура медиа хутлăхĕпе ирĕклĕ сăмах аталанăвĕн проблемисене сÿтсе яврĕç. Правительство канашлăвĕсен за-лĕнче федераци, республика тата муниципалитет хаçачĕсемпе журналĕсен, информаци агентствисен, телевиденипе радио, çавăн пекех влаçăн ĕç тăвакан органĕсен представителĕсем йышлăн пухăнчĕç.
Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче чи малтан политика партийĕсемпе, общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсемпе тĕл пулнин пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен пĕлтерчĕ. Çак тĕл пулăвăн тĕллевĕ Чăваш Республикин Общество палатине туса хурас ĕçе пуçăнассипе тата çак ĕçе аялтан пулăшас пуçарупа çыхăннă. Общество палати общество пĕрлешĕвĕсем Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсемпе тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлемелли формăсене лайăхлатса пыма, республикăн патшалăх влаçĕн органĕсен ĕçĕ-хĕлне общество енчен тĕрĕслесе тăрассине пурнăçа кĕртме пысăк пулăшу кÿрĕ. Çавăнпа республика пуçлăхĕ массăллă информаци хатĕрĕсен тĕп редакторĕсене асăннă саккун проектне тивĕçлипе сÿтсе явма, республикăри обществăн тĕп площадкинче пурин шухăшне те тĕрĕс çутатма чĕнсе каларĕ.
«Паян эпĕ сире хам республика Президенчĕн тивĕçне пурнăçлама пуçăннă малтанхи кунах чĕнсе калани патне таврăнма сĕнетĕп — таврара мĕн пулса иртни çинчен тÿррĕн те уççăн калăр, проблемăсенчен пăрăнса ан иртĕр, вĕсене тупса палăртса пĕрлехи вăйпа татса памалли çул-йĕре шырас ĕçе пуçăнăр. Республикăри чăн пурнăçа, çав шутра общество çирĕплĕхне объективлă çутатасси сирĕн професси ăсталăхĕнчен питĕ нумай килет.
Тĕнчери финанс кризисне пăхмасăр Чăваш Енри патшалăхăн массăллă информаци хатĕрĕсем хăйсен çырăнтару тиражĕсене иртнĕ çулсен шайĕнчех сыхласа хăварма пултарчĕç. Чăваш Енĕн наци телевиденине туса хурас ĕç йĕркеллĕ пырать, наци радиовĕн малашнехи аталанăвне палăртнă, Интернетра пирĕн хаçатсемпе журналсем ытларах курăнма пуçларĕç. Çаксем пурте Чăваш Енре ирĕклĕ сăмахăн малашлăхĕ пурри çинчен çирĕплетеççĕ.
Эпĕ сиртен влаç органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсен ÿрĕк-сÿрĕклĕхне тата коррупци палăрăмĕсене, Чăваш Республикинчи граждансен прависемпе ирĕклĕхне пăснă тĕслĕхсене общество енчен яваплăн тĕрĕслесе тăрас ĕçе малалла тăсма ыйтатăп»,— терĕ Президент.
Медиарынокри лару-тăрупа, журналистсен професси шайне ÿстерессипе, информаци отраслĕнче патшалăх политикин идеологине анлă çул парассипе çыхăннă темăсене культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова, Чăваш Ен Журналисчĕсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров тата ыттисем хускатрĕç. Чăваш Ен Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов массăллă информаци хатĕрĕсенче уçăмсăр е тĕтреллĕ формăпа та пулин хирĕç-тăрăва чĕртсе ярас шухăшсенчен пăрăнма чĕнсе каларĕ. Вăл çивĕч ыйтусене çутатнă чухне объективлăха тĕпе хумаллине палăртрĕ.
Чăваш Енри МИХсен представителĕсем, тĕпрен илсен, чăваш чĕлхине упраса хăварассипе, наци МИХĕсене пулăшу кÿрессипе çыхăннă задачăсем, пичет изданийĕсен пахалăхĕн тата вĕсене сарас ĕçĕн проблемисем çинчен каласа пачĕç, влаç органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пресс-службисемпе çыхăнса ĕçлессине лайăхлатма сĕнчĕç.
Чăваш Ен Президенчĕ тĕл пулура çĕкленĕ кашни ыйтупах влаçăн яваплă çыннисене хушусем пачĕ.
Источник: "Каçал Ен"