АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен

03 ноября 2010 г.

 

Чăнах та, ĕмĕрĕпе вĕренетпĕр эпир. Малтан утма, вулама, çырма, кайран — ĕçлеме, ырăпа усала уйăрма... Аттепе аннерен, учительсенчен вĕренетпĕр, тус-юлташран, ырă çынсенчен.

Ÿппĕн-теппĕн çаврăнакан ахăр самана ĕмĕр тăршшĕпе пухăннă ырă йăла-йĕркесене тахăш вăхăтра тÿнтерле пулăм кĕртрĕ. Сисмерĕмĕр те, хамăр та улшăнтăмăр, усаллантăмăр, кăмăл-сипет енчен те хавшарăмăр. Çавăнпа та паян чун илемĕ çинчен сăмах пуçарса, манса кайнине тепĕр хут вулакан умне кăларас килет.

Çын хăйĕн пурнăçĕнче час-часах театра, музее, библиотекăна кайса çÿрет. Ун пек чухне пурнăç илемне, чăнлăхне курса чун хăпартланать. Хăш чухне вара тем пек интереслĕ спектакль та, кино та тулли савăнăç кÿмест. Сăлтавĕ — çынсем хăйсене тытма пĕлмесĕр пĕр-пĕрне чăрмантарнинче.

Чи малтанах çакна пĕлни лайăх: спектакль е пĕр-пĕр юрăç юррине итлеме, пăхма иртерех çитни вырăнлă, мĕншĕн тесен тумтире хывса гардероба пама, хăвна тирпейлеме, залри вырăна тупма вăхăт кирлĕ. Зала кĕнĕ чухне арçын малта утать, тухнă чухне вара хĕрарăм малтан тухать. Çапах та эсир кая юлтăр пулсан, вырăна хашкаса пырса ларма юрамасть.

Иртсе кайнă чухне ларакансенчен каçару ыйтаççĕ. Вĕсем патне питпе çаврăнса иртмелле. Пукансем хушшипе иртнине курсан, ларакан сăпайлă çын вĕсене ура çине тăрса ирттерсе ярать.

Лекци, концерт е спектакль пуçлансан калаçма чарăнмалла. Пăшăлтатни, хыттăн кулни, сумкăран апат-çимĕç кăларса çини сирĕн сăпайсăрлăха, культура çуккине пĕлтерет. Хăй мĕнпе те пулин кăмăлсăррине йĕркеллĕ çын залран шăппăн тухса кайнипе палăртать. Ĕçес е çиес килсен буфета каймалла.

Концертран чаршав хупăничченех тухса кайни артистсене кÿрентерет, эсир вĕсен ĕçне шута хуманнине кăтартать.

Выставкăна, музее пырсан çиелти тума, пакета гардероба памалла. Залсенче шăппăн утмалла. Юлташсемпе хыттăн калаçни те килĕшÿсĕр. Ытти çынсене чăрмантарасран асăрханăр.

Музейри экспонатсене алăпа тĕкĕнни те сăпайсăррине кăтартать.

Библиотекăра та, ытти çĕрти пекех, çынсене кансĕрлемелле мар. Хăвăр ăçта вуласа çитнине хут татăкĕ е хăю хурса паллă тăвăр.

Страницăсене хуçлатса хăварни кĕнекене час киветет. Кĕнеке страницисене, унти картинăсене тăпăлтарса кăларма юраманни паллă ĕнтĕ.

Юлташран вулама илнĕ кĕнекене тавăрса пама ан манăр. Ăна хăвăрта тытса тăни кивçен укçана тавăрса паманпа пĕрех. Чăн-чăн кĕнеке тусĕшĕн вара çав кĕнеке укçаран темиçе хут хаклăрах.

Юлашкинчен çакна каласшăн: çын çиелти тумпа кăна мар, чун илемĕпе те палăртăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика