03 ноября 2010 г.
Нĕркеç ялĕнчи Сад урамĕнче Пукрав хыççăнхи канмалли кунсенче виçĕ çемьере уявсем шавлăн кĕрлесе иртрĕç. Кристинăпа Елизавета Смирновасем пилĕк тата аллă çул тултарнине тăванĕсемпе, тус-юлташĕсемпе, кÿршĕ-аршăпа кĕтсе илчĕç пулсан, касри чи сумлă ватăн — Григорий Кононовăн 75-мĕш çуралнă кунне хатĕрленнĕ юбилей кĕрекине вара халиччен курман çынсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Камсем тетĕр? Юбилярăн тăван ачисемпе мăнукĕсем. Григорий Серафимович вĕсемпе халиччен нихăçан та тĕл пулман, çыхăну тытман. Лешсем те анлă çĕр-шывăн таçти-таçти кĕтесĕнче вĕсен чăн ашшĕ пуррине, сывă-и вăл е çук — нимĕн те пĕлмен.
Кăçалхи çу уйăхĕнче Лариса Индюкова почтальонка Григорий Кононова çыру тыттарчĕ.
— Мана кам çыртăр? Çитменнине Киров облаçĕнчен. Унта пĕр пĕлĕш-тăванăм та çук,— терĕ кĕркунне 75 тултаракан арçын.
Çапах та хитре почеркпа çырнă çырăва уçса вулас тесе хапха умĕнчи сак çине ларчĕ.
«Хисеплĕ Григорий Серафимович! — вулать пĕрремĕш йĕркесене ватă. — Эсир ман атте пулнине анне нумаях пулмасть çеç каласа пачĕ. Эпĕ вара тÿрех çыру çырма лартăм...»
— Ара, Оля хĕрĕм çырать вĕт ман пата!?— ниçта кайса кĕрейменрен ура çине сиксе тăчĕ арçын. Сисмесĕрех куççулĕсем шăпăртатаççĕ хăйĕн. Çырăва темиçе хутчен вуласа тухнă май ăна чуп туса илчĕ Григорий Серафимович. Шалта темле ăшă пулса кайрĕ, пурнăç интересĕ улшăнчĕ тейĕн.
Пĕр тăхтаса тăмасăр хуравне çырма ларчĕ. Чылай вăхăт алла ручка тытман ватă. Вăл çеç мар, чи çывăх çын патне çыру çырса та курман. Çапах та пăшăрханса ÿкмерĕ, хăйĕн пурнăçĕ çинчен вырăсла шăрçаларĕ те шăрçаларĕ, хĕрĕпе шутсăр тĕл пулас килнине пĕлтерме манмарĕ.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, Киров тăрăхĕнчен тепĕр çыру илчĕ Гриша пичче. Хальхинче ăна тем пек кĕтрĕ вăл. Чун панă хĕрне курас килнипе çĕр çывăрайми пулчĕ. Хĕрĕ те ашшĕпе тĕл пулас куна çеккунтпа шутланине те пытарман. «Эпĕ тĕнчери чи телейлĕ çын, манăн чăн атте пур»,—тенĕ аллăри хĕрарăм çырура. Тепĕр эрнеренех ашшĕ хĕрне Шупашкарта кĕтсе илчĕ. Тăван яла килсен Кононовсен килĕнче çутă сÿнмерĕ, яра кун çитмерĕ ашшĕпе хĕрне, калаçрĕç те калаçрĕç вĕсем, пĕр-пĕрин пурнăçне тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлес килчĕ иккĕшĕн те.
Ялти шкултан вĕренсе тухсан Григорий Кононов тăван хуçалăхра тăрăшать. Унтан салтака кайма ят тухать кăтра çÿçлĕ те маттур каччăн. Виçĕ çул Тула хулинче çар службинче тăрать вăл. Унтан тăван яла таврăнать, Саратов облаçĕнче шофера, тракториста вĕренет. Архангельск хулине ĕçлеме кайнă юлташĕ Гришăна хăй патне пыма чĕнет. Тарăн шухăшланă хыççăн каччă инçете тухса каять. Унта часах ĕç тупать. Пăрахут çинче грузчикре ĕçлет. Сăн-питрен маттур, ÿркенмен каччă часах хула хĕрĕпе паллашать. Туслă çÿренĕ хыççăн чăваш йĕкĕчĕ вырăс хĕрне качча илет. Унтан çамрăк çемье Чăваш Ене таврăнать. Хулара çитĕннĕ арăм ял пурнăçĕнчи йывăрлăхсене курсан хăраса ÿкет, çапах та юратнă мăшăрĕ юнашар пулнинчен хакли çуккине ăнланать. Майĕпен кил хуçи хĕрарăмĕн ĕçĕ патне туртăнать. Çапах та хунямăшĕпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл пулман ăна. Вырăсла пĕр сăмах та пĕлмен чăваш хĕрарăмĕ, çавна май кинне ăнлантарма пĕлеймен. Часах çемье йышĕ ÿсет. Николай ят хураççĕ пĕрремĕш пепкене. Мăнукне курас тесе Гриша пиччен хуньă-шĕпе ани карчăкĕ Кононовсем патне хăнана килеççĕ. Тарават кĕтсе илеççĕ инçетри хăнасене ялтисем. Анчах хула çыннисем ял пурнăçĕнчен хытсах каяççĕ: çутă çук, краççынне те вăхăтпа кăна сутаççĕ, апат пĕçересси чĕр нуша, каланкка хутмалла... Зинăна амăшĕ хулана кайма ÿкĕтлет, кунта пурнăç çуккине пĕлтерет. Хĕрĕн ашшĕ вара хирĕçлет: «Арăмăн упăшкапа юнашар пулмалла, пурăна киле чăвашла та вĕренĕ, малашне ял пурнăçĕ те улшăнĕ...» — тенине пуçа чикмест пĕр ачаллă хĕрарăм. Амăшĕ хистесе каланинчен иртеймест хĕрĕ. Чăннипех те йывăр ăна ялта. Гриша пичче хăех хула çыннисене Патăрьелне çити ăсатса ярать. Зина упăшкине пĕрле кайма чĕнет, анчах Гриша пурнăçне ялпах çыхăнтарма шутланине пĕлтерет.
— Коля çулталăк та икĕ уйăхраччĕ ун чухне. Унсăр пуçне пилĕк уйăхри хырăмĕ пурччĕ арăмăн,— тет аса илÿ çăмхине сÿтнĕ май Гриша пичче.
Архангельск хулинчен çырусем çырать Зина, хĕр ача çуралнине, Оля ят хунине пĕлтерет, хăйсем патне пурăнма чĕнет. Анчах арçын инçете кайма шутламасть, ватă амăшне кампа хăварăн; Çемйишĕн тунсăхлакан арçын ывăлĕпе хĕрĕн сăн ÿкерчĕкне рама ăшне çакса хурать. Аллă çул çакăнса тăраççĕ вĕсем малти пÿлĕмре. Унтах хуньăшĕпе, ани карчăкĕпе тата мăшăрĕпе пĕрле ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕк те. Хăйсен пĕчĕккĕ чухнехи сăн ÿкерчĕкне курсан ывăлĕпе хĕрĕ чĕнейми пулса лараççĕ. Апла пулсан ашшĕ вĕсене самантлăха та асран кăларман.
Упăшки хулана килменнине пĕлсен Зина уйрăлу хучĕ тутарать, чăваш арçынĕ хирĕçлемест. 18 çула çитиччен алимент тÿлет ашшĕ.
1964 çулта Григорий Серафимович тепре авланать. Юлия Ивановна мĕн пенсие тухиччен тăван колхозра ĕçлет. Паян вăл тухса çÿреймест, ăна Гриша пичче пăхать.
Григорий Серафимовичăн ывăлпа хĕр çитĕннине пĕлетпĕр, иккĕмĕш арăмĕ ача çуратман.
Григорий Кононова хамăр тăрăхра пĕлмен çын çук-тăр. 40 çул ытла «Гигант» колхозра шоферта ĕçлерĕ вăл. Пенсие тухсан та ăста та пултаруллă водитель руль умĕнчен анмарĕ. Мĕн каламалли, паян ĕçе чĕнсен халĕ те çула тухма хатĕр вăл. Вăр-варлăхĕпе вашаватлăхне çухатман. Тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн панă Хисеп хучĕсем, парнесем питĕ нумай унăн. Вĕсене ĕç ветеранĕ типтерлĕн упрать.
...Оля хĕрĕ хăйсен пурнăçĕпе паллаштарсан çакна пĕлчĕ Гриша. Малтанхи арăмĕ темиçе хут та качча тухнă. Упăшкисемпе ăнтарайман вăл. Ывăлĕпе хĕрĕнчен инçетре пурăннăран вĕсемпе чуна уçса калаçма та вăхăт пулман. Ывăлĕ Северодвинскра тымар янă. Мĕн пенсие тухиччен пăрахут çинче ĕçленĕ. Кононовсен йăхне малалла тăсса икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те çемьеллĕ. Оля хĕрне вара алла диплом илсен Киров облаçне ĕçлеме янă. Унтах çемье çавăрнă. Икĕ ывăл çуратнă. Иртнĕ çул Красноярск хулинче пурăннă чирлĕ амăшĕ хĕрĕ патне куçса килнĕ. Ыйхă килмен каçсенче амăшĕ хĕрне ашшĕ çинчен каласа пама пуçланă. Хăйĕн кун-çул шăпине тĕрĕссине пĕлнĕ хĕрарăм ашшĕне шыраса тупма ăнтăлса çыру çырнă.
Оля Нĕркеçре пулнă хыççăн Григорий Серафимович аппăшĕн ачисемпе Кирова кайса килчĕ. «Инçетре те пурăнмасть вĕт манăн юнăм»,— хăйпе хăй калаçрĕ ватлăхра ашшĕн туйăмне ас тивнĕ арçын. Хĕрĕ патне кайсан вăл пĕрремĕш арăмĕпе тĕл пулчĕ. «Анне сăмахне мĕншĕн итлерĕм-ши;» — пулнă Зинăн куççуль витĕр каланă пĕрремĕш сăмахĕсем. Хĕрĕсем патĕнче Гриша пичче Интернетпа ывăлĕпе калаçрĕ.
— Эсĕ чăн-чăнах та ман атте-и вара? — пĕр-пĕрне куçран пăхса йĕреççĕ кăтра пуçлă, пĕр сăнлă арçынсем.
Çакăн чухне ывăлне юбилее йыхравларĕ ашшĕ. Часах палăртнă кун çитрĕ. Тĕл пулăва чăтăмсăррăн кĕтекен юбиляр Канаша васкарĕ. Акă пĕрремĕш вакунран кăтра çÿçлĕ çамрăксем тухаççĕ.
— Сынок, Коля, это ты?— вакун еннелле ыткăнчĕ Гриша пичче.
— Да,— ашшĕне хăй ытамне илчĕ çÿллĕ арçын. Унтан хăйĕн çемйипе паллаштарчĕ. Савăнăç куççулĕ куç тулли. Яла çитсен халиччен курман тăва-нĕсене аппăшĕн ачисем, кÿршĕ-аршă тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Сад урамĕнче пурăнакансем Гриша пиччен савăнăçне пĕрле пайлаççĕ, вĕсем те çулларанпа кĕтеççĕ хаклă хăнасене. Иккĕмĕш сыпăкри тăванĕсене курма, куккăшне саламлама Екатеринбург, Санкт-Петербург, Шупашкар хулисенче пурăнакан аппăшĕн ачисем те çитнĕ. Курасчĕ сирĕн, тăванлăх туйăмĕ епле иксĕлми вĕсенче. Савăнăçлă юрă-кĕвĕ саланчĕ таврана.
— Чăвашла юрлăр, калаçăр, епле илемлĕ чĕлхе. Манра та чăваш юнĕ чупать. Маттур халăх эсир. Юрататăп сире пурне те,— ашшĕне ытамран вĕçертмест Николай.
Гриша пиччен тăванĕсем инçетри хăнасене чăваш йăли-йĕркипе паллаштарчĕç. Ÿркенмерĕç хулари йăмăкĕсем, амăшĕн хитре атлас кĕписене тăхăнса, тĕрĕллĕ саппун çакса, тĕрленĕ тутăр çыхса юрларĕç, ташларĕç. Николайăн ывăлĕсем видео ÿкереççĕ, аслашшĕ çинчен кино хатĕрлесшĕн вĕсем. Калаçнă май йăх-несĕлне тĕпчес шухăш çуралать çамрăксен. Григорий Серафимович хăйĕн ашшĕне, аслашшĕне кулак тесе арестленине, Архангельск тăрăхĕнче персе пăрахнине, халĕ реабилитациленине пĕлтерет. Мăнукĕсем мăн аслашшĕн шăпипе интересленме пулчĕç, ăçта вĕлерни документсенче паллă.
Виçĕ кун хăналанчĕç аллă çул курман инçетри ачисем ашшĕ патĕнче. Малашне пĕр-пĕрин патне çул уçă. Ачисем кайнăранпа лăпланмасть ватăн чĕри, куç умĕнчен каймаççĕ тĕпренчĕкĕсем...
Источник: "Каçал Ен"