03 ноября 2010 г.
Çын çут тĕнчене килнĕ кун кашниншĕн чи пысăк уяв. Кашни çын ăна чăтăмсăррăн кĕтет, лайăх хатĕрленме тăрăшать. Вăл çулталăкра пĕрре çеç килет-çке! Юбилей çулĕсем тата сумлăрах уяв пулса тăраççĕ: ара, çын ĕмĕрĕ шутлă кунсенчен, çулсенчен тăрать.
Ăшă сăмахсемпе çырнă саламлă çырусем илсен кам савăнмĕ-ха, уйрăмах кĕтнĕ çынран илсен; Хаçатсенче пичетлесе, радиопа, телевиденипе саламлани пушшех сумлă.
Вырăнти радио ĕçленĕ вăхăтра ĕçпе вăрçă ветеранĕсен организацийĕ районти кашни ветерана вĕсен юбилейĕсем ячĕпе ăшă сăмахсем калатчĕ. Пурте тенĕ пекех саламсем парасса кĕтетчĕç. Савăнатчĕç.
Халĕ район хаçачĕ урлă саламласси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кирлĕ-и çакă? Паллах, тесех калатăп. Анчах çакна хакламаннисем те пур. Мĕн пĕлтерет хаçат урлă е радиопа саламлани, укçа пĕтерни çеç текенсем те сахал мар.
Çынна манманни, хисеплени вăл укçаран хаклăрах. Çуралнă кун ячĕпе пĕчĕк сувенир парсан та савăнать. Çакна вăл панăччĕ-ха, тесе час-часах тытса пăхать. Сайра тĕл пулакан, кăмăла тивĕçтерекен кĕнеке парнелесен мĕнле савăнмăн-ха? Çырăнса панă хаçата е журнала илмессерен ырă кăмăл çуралать.
Сăмахран, мана «Россельхозбанкăн» Чăваш уйрăмĕ парне шучĕпе «Советская Чувашия» хаçат çырăнса пачĕ. Кашни номере илмессерен И.Н.Письменскаяна ăшшăн аса илетĕп.
Саламлани вăл — юратни, хисеплени. Çакна тус-тăванĕсен, пĕрле ĕçлекенсен манмалла мар. Ăшă сăмах — эмелрен те сиплĕ. Çынна хавхалантарать, вăй-хал хушать.
Источник: "Каçал Ен"