03 ноября 2010 г.
Çак кунсенче районти ача-пăча библиотекинче «Саккунпа утăм хыççăн утăм» право сехечĕ иртрĕ.
Мероприятин тĕп тĕллевĕ — шкулта вĕренекенсене ачасен прависен Конвенцийĕн тĕп положенийĕсем çинчен каласа парасси, хăйсен прависемпе тивĕçĕсене йĕркелеме, право тĕлĕшпе харпăр-хăй ăнланулăхне аталантарма пулăшасси.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 7-мĕш «б» класĕнче вĕренекенсене (класс руководителĕ Л.П.Яковлева) çак мероприятие чĕнчĕç. Библиотека ĕçченĕсем «Çын прави» çĕр-шыв тăрăх çул-çÿрев ирттерчĕç. Унта вĕренекенсем «Эпĕ тата милици», «Шкул патшалăхĕ», «Манăн правасем» темăсемпе паллашрĕç. Кунта ачасем çĕннине, кăсăклине нумай пĕлчĕç, пурнăçăн тĕрлĕ пăтăрмахĕсенче хăйсене мĕнле тытмаллипе, кирлĕ чухне патшалăх тата саккун пулăшăвĕпе усă курмаллипе, шкулти правасемпе тивĕçсене пурнăçламаллипе паллашрĕç. Тĕл пулура ирттернĕ калаçусем пурнăçра йăнăш утăмсем тăвасран сыхланма пулăшĕç. Библиотекарьсем вĕренекенсене право тематикин литературипе паллаштарчĕç.
Мероприятие вĕçленĕ май ачасем пĕтĕмлетÿ турĕç — пурнăçăн тĕрлĕ пăтăрмахĕсенче хăйсене тивĕçлĕ тытмалла, саккуна хисеплемелле.
Источник: "Каçал Ен"