АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ĕçĕпе яланах кăмăллă

30 октября 2010 г.

 

Зоя Витальевна Яковлева — пултаруллă, тăрăшуллă, анлă тавра курăмлă, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă вĕрентекен. Унăн вĕрентÿ стажĕ — 29 çул. Малтан вăл 8 çул аслă вожатăйра ĕçленĕ. 1989 çултан пуçласа хальхи вăхăтченех пуçламăш классенче вĕренекен ачасемпе ĕçлет. Вăл ырă кăмăллă, лăпкă, кашни ачан чунĕ патне çул тупма пултаракан çын. Ĕçтешĕсене те кирлĕ сĕнÿсем парса пулăшма пултарать. Чылай çул ĕçлесе пухнă опыт хăйне тыткаланинче те, сасса кирлĕ пек улăштарса ăнлантарнинче те палăрать. Зоя Витальевна ачасене вĕрентекене тата юлташĕсене тимлĕ итлеме, хăйсем тĕллĕн ĕçлеме, шухăшĕсене уççăн калама, йĕркеллĕ тытма вĕрентет. Ÿссе çитсен çын мĕнле пуласси кĕçĕн классенче ирттернĕ çулсенчен нумай килнине ăнланса вăл ачасене ĕçе юратма, анлă тавра курăмлă пулма, вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тума çул уçса пырать.

Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ те унăн ĕçĕпе яланах кăмăллă, ачисемшĕн тăрăшнăшăн чĕререн тав тăваççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика