АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парăмçăсен шучĕ чактăр

30 октября 2010 г.

 

Раççейре пĕрремĕш хут приставсем пирки асăнни 1270 çулта пулнă. Пирвайхи саккун — «Русская правда» тăрăх — киревсĕр ĕçсем тунă çынсене тĕрлĕрен айăпласси пирки çирĕплетнĕ.

Паянхи кун çак ятарлă органăн, суд приставĕсен службин, тĕп ĕçĕ — суд йышăнăвĕсене вăйпа пурнăçлаттарасси, судсенче йĕркелĕхе тытса тăрасси тата ытти те.

Вĕсем уяв кунĕсене епле кăтартусемпе кĕтсе илнине пĕлес тесе районти суд приставĕсен уйрăмĕн начальникĕпе — В.П.Ивановпа курса калаçрăм.

— Владимир Петрович, районти суд приставĕсем 2010 çулта ума лартнă тĕллевсене пурнăçлаççĕ-и?

— Иртнĕ тапхăрта районти суд приставĕсем 6600 исполнительлĕ ĕç 4 млн та 835 пин тенкĕлĕх пăхса тухнă. Çав шутран патшалăх хыснине налукпа сборсем 1 млн та 257 пин тенкĕ шыраса илнĕ. Ку вăл планпа палăртнинчен 57 пин тенкĕ ытларах. Паллах, исполнительлĕ производствăсенчен ытларахăшĕ — ПАИ штрафĕсем. Кăçал эпир çакăн пек 2578 исполнительлĕ ĕç 580 пин тенкĕлĕх пăхса тухрăмăр, вĕсенчен 1654 ĕçпе 380 пин тенкĕ шыраса илсе патшалăх хыснине хыврăмăр. Ĕçлекенсене вăхăтра ĕç укçи тÿлемен руководительсем те пур. Ун пекки 3 исполнительлĕ ĕç, 29 пин те 921 тенкĕлĕх, пурнăçларăмăр. Çавăн пек чунсăр ертÿçĕсем пурри пире те пăшăрхантарать. Нивушлĕ ХХI ĕмĕрте çын ĕçлесе илнĕ укçана суд приставĕсем урлă шыраса илмелле;

Суд приставĕсем — тăваттăн: Владимир Валентинович Носов, Линар Агземетдинович Акшов, Борис Владимирович Жуков, Марат Минзекиевич Гайнутдинов — суд залĕнче йĕркелĕхе тытса тăрассишĕн вăй хураççĕ. 2010 çулта формăллă кĕрнеклĕ çынсем 1123 заседанире пулса йĕрке тунă. М.Павлова, Э.Ямалетдинова, Г.Воронова та хăйсен ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра туса пыраççĕ. С.Владимирова делопроизводительпе Н.Горшков водитель пирки ырă сăмахсем калас килет.

Приставсен службинчи çĕнĕлĕх вăл — парăмçăна ют çĕр-шыва тухса кайма чарма пултарни. Кăçал районти суд приставĕсем парăма вăхăтра тÿлеменшĕн таможня службине 28 йышăну янă, вĕсенчен 10-шĕ — алимент тÿлемен çынсем пирки.

— Алимент тÿлемен çынсем çинчен аса илтĕмĕр пулсан, кăçал вĕсем çине миçе уголовлă ĕç пуçарнă;

— Иртнĕ тапхăрта алимент парăмĕсене вăхăтра татманшăн районти 6 çын çине уголовлă ĕç пуçарса суда ятăмăр. Суд айăплав приговорĕсем кăларса вĕсене явап тыттарнă. Сăмах май, тÿлемен çынсене административлă майпа та явап тыттарма пулать. Кăçал парăмçăсем çине 49 протокол çырнă, вĕсенчен 44-шне пăхса тухса айăплисене штрафланă.

Хăвăрах куратăр ĕнтĕ: вăхăтра тÿленинчен ырри çук, парăмсăр пуçне тата тĕрлĕрен санкцисемпе те тÿлемелли пухăнать.

— Юлашки вăхăтра пысăк парăмсене тÿлемесĕр тарса çÿрекен çынсем çинчен нумай çыраççĕ. Пирĕн районта çавăн пек тĕслĕхсем пур-и?

— Чăнах та, юлашки çулсенче пысăк суммăллă кредитсем илсе парăмсене парса татайманнисем нумайланса пыраççĕ. Вăхăтра парăма татаймасан вара саккун тăрăх поручительсенчен шыраса илме май пур. Эпир 10 уйăхра Уголовлă Кодексăн 177 статйипе килĕшÿллĕн пĕр парăмçăна суд тенкелĕ çине лартрăмăр.

— Владимир Петрович, сирĕн ĕç хăрушлăхпа çыхăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ приставсен служби право хуралĕн органĕн статусне илме ăнтăлать. Çакă сотрудниксен хÿтлĕхне те çирĕплетĕ, тивĕçе пурнăçланă чухне те анлă полномочи парĕ. Приставсем кирек мĕнле условисенче те путсĕр парăмçăсене хирĕç тăма пултарни кирлĕ. Çавăн пек пултăр тесе мĕнле меро-приятисем ирттеретĕр?

— Приставсем спортпа тата физкультурăпа туслă. Управленире те, районта та эпир тăтăшах спорт мероприятийĕсене хутшăнатпăр. «Сывлăхлă организмра — сывлăхлă хăват»,— теççĕ ваттисем. Çавăн пекех тĕрлĕрен вĕренÿсем йĕркелетпĕр, экстремаллă условисенче çухалса каймалла ан пултăр тесе тренировкăсем те ирттеретпĕр.

— Калаçушăн тавах Сире. Çывхарса килекен уяв ячĕпе ырлăх-сывлăх, пархатарлă та йывăр ĕçре ăнăçу сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика