АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терт-нушине курнă, анчах та пуç усман

27 октября 2010 г.

 

90 çул тултарнă пулин те, Е.Н.Краснова паянхи çамрăксенчен юлмасть. Хăйĕн утса тухнă кун-çулĕнчи паллă тапхăрсене хальхи пек куç умне кăларса тăратма пултарать.

Елена Никитична Атласкина (хĕр чухнехи хушамачĕ çавăн пек) Çĕнĕ Шăхран ялĕнче 1920 çулта çуралнă.

Вăл октябрĕн 20-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ пулин те, метрика хучĕ çине ноябрĕн 20-мĕшĕнче çуралнă тесе çырса хунă. Ĕлĕкхи вăхăтра çапла пулнă ĕнтĕ.

Елнан ашшĕпе амăшĕ, Пелагея Анисимовнăпа Никита Кириллович Атласкинсем, вăтăрмĕш çулсенче «пуянсен» шутĕнче пулнă. Суту-илÿпе ĕçленĕ, лавкка та тытнă. Пилĕк ача çуратса ÿстернĕ Атласкинсем, Елна вĕсенчен — виççĕмĕшĕ.

«Паянхи пекех лайăх ас тăватăп,— каласа парать Е.Краснова. — Пĕррехинче кĕркуннехи сĕм çĕрле формăллă çынсем 15-ĕн килсе кĕчĕç. Районтан та пурччĕ. Çемйипех ура çине тăратрĕç. Пуçтарăнма вăхăт та памарĕç, пире пÿртрен пурне те урама хăваласа кăларчĕç. Ăшă тум-тир, апат-çимĕç те пĕрле илеймерĕмĕр. Аттене киле тек ямарĕç. Вăхăт иртсен кăна пĕлтĕмĕр: ăна суд туса 4 çула тĕрмене хупнă. Пирĕн çурта сельсовет ĕçченĕсем строительсене çемйисемпе вырнаçтарчĕç»,— куççуль витĕр аса илчĕ Елна аппа.

Çĕнĕ Шăхран ялĕнчен тата 2 çемьене халăх тăшманĕсен шутне кĕртнĕ пулнă.

«Пĕр тăвансем патĕнче ноябрь уйăхĕнче те çенĕкре çывăрса пурăнтăмăр. Кăнтăрла, ĕçленине пула, урамра шăннине пачах туйман. Каçхине, уйрăмах ир енне кайсан вара, ĕнтĕркесе шăнса вăранса каяттăмччĕ. Çавăн пек 4—5 çул çынсем патĕнче пурăннă. Пĕр карчăк патĕнче те нумай вăхăт ĕçлесе пурăнтăм»,— каласа пачĕ хăйĕн пурнăçĕ çинчен Елна аппа.

Кирек мĕнле йывăр условисенче пурăнсан та хĕр вĕренме ăнтăлнă. Терт-нушине чылай курнă вăл. Хаяр çил-тăман-и, шартлама сивĕ-и, шăпăртатса çумăр çунă-и — кÿршĕ яла шкула çул тытнă.

«Аттене хупнă хыççăн анне Мускава çыру çырма шутларĕ. Анчах та паллă ĕнтĕ, тĕп хулана тивĕçлĕ органсем нимĕнле хут та яртарман. Ун хыççăн вара манăн анне, вырăсла йĕркеллĕ пĕлменнине пăхмасăрах, çула тухнă. Калинин пÿлĕмне кĕнине те каласа паратчĕ. Алă пустарса килсе сельсовета хут панă. Аннене те, аппасене те ун хыççăн совет влаçĕ текех тĕкĕнмен,— аса илÿ çăмхине малалла кустарчĕ ватă.

Никита Кириллович — Елна ашшĕ — тăван яла 1936 çулсенче таврăннă. Колхоза кĕнĕ.

Тăван çĕр-шывăн Аслă Отечественнăй вăрçине Атласкинсен харăсах тăватă арçын тухса кайнă: кил хуçи Никита Кириллович тата ывăлĕсем — Василий, Николай, Алексей. Хаяр вăрçă хирĕсенче кил хуçипе унăн ывăлĕ Василий пуçĕсене хунă.

Елна аппа вăрçăн пирвайхи кунĕсене Карели çĕрĕ çинче кĕтсе илнĕ. Унта çар çыннипе — Василий Павловпа, Шупашкар район каччипе паллашса çемье çавăрать. 1942 çулта унăн пĕрремĕш ача — хĕр çуралать. «Анне йывăр чирленине пула мăшăрăма пăрахса тăван яла таврăнтăм. 1949 çулта анне çĕре кĕчĕ. Хĕрĕм Римма ун чухне 7 çултаччĕ, шăпана хамăр район арçыннипе — Илья Красновпа çыхăнтартăм. Паянхиллех ас тăватăп: мунча пек пĕчĕк çуртра тăваттăн пурăнма пуçларăмăр. Упăшкан ывăлĕ Виктор та пирĕнпе пĕрлех пурăнчĕ. Пĕрремĕш кунранах «анне» тесе чĕнчĕ вăл. Мăшăрăмпа туслă пурăнтăмăр. Унпа тата 5 ача çуратса ÿстертĕмĕр. Эпĕ 7 ача амăшĕ тесе мухтанма та пултаратăп»,— тет Елена Никитична.

Хĕрĕ Римма паянхи кун ялта пурăнать, тăтăшах амăшĕ патне килсе çÿрет. Владимир Комсомольскинче çемйипе тĕпленнĕ. Вăл — предприниматель. Александра Шупашкар хулинче трактор тăвакан заводра тăрăшать. Зинаида Комсомольскинче пурăнать, пенсие тухнă. Хĕрĕ Мария та, чунĕпе кукашшĕ-кукамăшĕ пекех пулнăскер, хăйĕн пурнăçне суту-илÿпе çыхăнтарнă, «У дяди Васи» магазин ĕçлеттерет. Кĕçĕн хĕрĕ Елизавета Чулхулара тымар янă.

«Пĕччен пурăнма кичем мар-и;» — ыйтрăм эпĕ Елна аппаран. «Урасем утнă, алăсем ĕçленĕ чух мĕншĕн ман çын куçĕнчен пăхас-ха. Пурнăç халь çителĕклĕ, ĕлĕкхи мар. Патшалăх пенсие те вăхăтра парать»,— терĕ кинемей.

Елена Никитичнăн 17 мăнук, мăнукĕсен те 6 ача. Пĕччен хуçалăх тытса 20 çул ытла пурăнаканскер, 100 çула çитме ĕмĕтленет.

Йăлмахва ялĕнче çулсемпе чи аслă çын вăл. Апла пулин те куллен хаçат-журнал вулать, пурнăçпа тан утма тăрăшать. «Кино курма юрататăп. Хăрушă вăрçă, выçлăх кунĕсем, репресси пыни çинчен ÿкернĕ фильмсене куççульсĕр пăхаймастăп. Нивушлĕ çакăн пек терт-нушана çын чăтма пултарать-ши тесе тĕлĕнетĕп. Ытла та йывăр килнĕ-çке»,— калаçăва малалла тăсрĕ ватă.

Кинемейпе шăкăл-шăкăл калаçса ларнă май сĕтел çинче выртакан «Кĕлĕсен кĕнекине» асăрхарăм. Елена Никитична нумай кĕлĕ пăхмасăрах калама пултарать.

— Çамрăкраххисене вĕрентсе çакна калас килет. Хамăрпа юнашар пурăнакан çынсене вĕçĕмсĕр «çисе» калаçасси этемре юрату туйăмĕ иксĕлсен, ун вырăнне вара вĕчĕхÿ, кĕвĕçÿ, тарăху, курайманлăх туйăмĕсем тымар ярсан аталанма пуçлать. Тăванне, юнашаррине юратман çын курăнман Турра епле юратайтăр; Кÿршĕ-арша, тăван-пĕтене е пĕр-пĕр пĕлĕше тиркесси пирĕн чĕлхе вĕçне килчĕ пулсан, пĕлсех тăрăр — çакă вăл Турра питленипе танах.

Хăш-пĕр кĕлĕсене ватă пĕр такăнмасăр каларĕ. «Ан айăплăр. Сире те никам та айăпламĕ!»— тет вăл пĕлĕшĕсене, тус-тăвансене сĕнÿ-канаш парса. Питĕ тĕрĕс те вырăнлă сăмахсем.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика