АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чăвашсем ĕçчен, тăрăшуллă,

27 октября 2010 г.

— терĕ Германирен килсе çитнĕ хăна Георг Вернер Фосс. Раççей çĕрĕ çине пĕрремĕш хут ура пуснăскер, тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ иккен. Вăл иртнĕ вырсарни кун, октябрĕн 24-мĕшĕнче, «Нива» ОООра пулчĕ, унта ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçрĕ. Аякран килсе çитнĕ хăнана предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе Радий Басников агроном паллаштарчĕ.

2004 çулта Çĕнĕ Мăрат каччи Р.Басников, Чăваш ял хуçалăх институчĕн студенчĕ, агрономи факультетĕнче 4-мĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра Остфорд çĕрĕ çинче практикăра пулнă.

— Нимĕç фермерĕ Георг патне практикăна лекрĕм, çĕр çинче епле ĕçленипе паллашрăм. Вăл Ямицофф ялĕнче хăйĕн çуртĕнче пурăнать. 200 гектар çĕр çинче курăк ÿстерет, 110 пуç мăйракаллă шултра выльăх усрать, экологи енĕпе таса какая халăха сутать,— каласа пачĕ Радий Евгеньевич ун пирки.

Мана та нумай ыйту кăсăклантарчĕ. «Çавăн чухлĕ пуç выльăх-чĕрлĕхе хăвăрпа пĕрле тата миçе çын пăхса ÿстереççĕ» — тесе ыйтрăм. Куçаруçă Юля ман ыйтăва ăнлантарса панă хыççăн, Георг ăшшăн йăл кулчĕ: «Ан тĕлĕнĕр, мана ĕçлеме пĕртен-пĕр çын пулăшать. Техника хатĕрĕсем ман вăйлă. Электронлă кĕтÿçĕ. Сирĕн хирсем анлă, унта ĕçлекен те нумай. Ман техникăпа Раççей çĕрĕсем çинче ĕçлеме май пулсан – тĕнчене какайпа тивĕçтерме пулать»,— шÿтлерĕ аякран килнĕ хăна.

Георг çамрăк чухне çар офицерĕ пулнă. 20 çул хĕсметре тăнă хыççăн, ял хуçалăхĕнче ĕçлеме кăмăл тунă. 58 çула çитнĕ фермер паянхи кун хăйĕн çитĕнĕвĕпе чăннипех те мухтанма пултарать. «Сирĕн укçа çине куçарсан Германире 1 килограмм какай хакĕ 160 тенкĕпе танлашать. Пирĕн çĕр-шыври çынсен, паллах, тупăшĕ те, пурнăç шайĕ те пысăкрах. Ар çынсем те, хĕрарăмсем те 65 çулта кăна тивĕçлĕ канăва тухаççĕ. Раççейре те пурнăç шайĕ урăхла. Эпĕ пурăнакан вырăнти радио, телевидени тата ытти массăллă информатика хатĕрĕсем сирĕн çĕр-шывра пурăнма йывăр та, начар та тесе хыпарлаççĕ. Куратăп — пачах урăхла иккен. Эсир ĕçчен, тăрăшуллă, çĕр çинче ĕçлеме юрататăр. Пурăнакан çуртсем те капăр. Тата тепĕр тĕслĕх: чăвашсем тараватлăхпа уйрăлса тăраççĕ, чĕлхи те сирĕн çепĕç те илемлĕ»,— терĕ Георг Фосс. Вăл кăçал та нимĕç чĕлхипе калаçма пĕлекенскерсене, ял хуçалăхĕнче ĕçлеме кăмăл тăвакансене йыхравлать. Сăмах май, Георг каланă тăрăх, Радий практикăра чухне ĕçченлĕхĕпе, маттурлăхĕпе палăрнă. Каярахпа вара вĕсем пĕр-пĕринпе кĕсье телефонĕ урлă çыхăну тытнă. Нимĕçĕн çул çÿревĕн тĕп сăлтавĕ — çĕр ĕçченĕпе çывăхрах паллашасси.

Калаçăва Радий Евгеньевич хутшăнчĕ: «Ултă çул каялла стажировкăра вĕреннине тĕпе хурса паянхи кун та ĕçлетĕп. Кÿршĕ районсенчи, республикăсенчи, çĕр-шывсенчи хуçалăхсенче пулса опытпа паллашни ял хуçалăх ĕçĕнче питĕ кирлĕ. Вăхăтлă сĕнÿ-канаш хăш чухне укçаран та хаклăрах. Пирĕн района фермер аякран килсе ял хуçалăхĕпе паллашни чыс кÿрет»,— терĕ мал ĕмĕтлĕ агроном.

Малалла ушкăн Çĕнĕ Мăрат ялне, Р.Басников çуралса ÿснĕ киле çул тытрĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика