23 октября 2010 г.
Вакцинаци — грипран сыхланмалли чи лайăх меслетсенчен пĕри.
Акă октябрĕн 12-мĕшĕнче грипп чирĕнчен республикăри журналистсем «Гриппол» ятлă вакцинăпа прививка тутарнă.
«Чире хирĕç кĕрешме юлашки çулсенче вакцинăсемпе нумай усă кураççĕ. Прививкăсене чи малтан çул çитменнисене, халăхпа ĕçлекенсене тÿлевсĕр тумалла. Вĕсен шутне шкул ачисем, студентсем, медицина работникĕсем, суту-илÿ ĕçченĕсем, 60 çултан аслăрах çынсем кĕреççĕ»,— тенĕ Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Венера Муллина.
Республикăна «Гриппол плюс» тата «Гриппол» вакцинăсем 46 пин тата 105 пин доза илсе килнĕ. Шурă халатлă ĕçченсем 220 пин çынна вакцинаци тÿлевсĕр тума палăртнă.
Комсомольски районĕнче те прививка тăвас ĕç хĕрÿ пырать. Паянхи куна «Гриппол» ятлă вакцинăпа 2170 çынна прививка тунă. Çав шутра шкул çулне çитмен ачасем — 200-ĕн, 1—11-мĕш классенче вĕренекенсем — 300-ĕн, медицина работникĕсем — 350-ăн, шкулта ĕçлекенсем — 220-ĕн, 60 çултан иртнĕ çынсем — 1100-ĕн.
«Çак кунсенче районти тĕп больницăна «Гриппол плюс» 1845, «Моногриппол» 1000 доза илсе килнĕ. Паянхи куна вĕсемпе ача сачĕсене çÿрекен 500 шăпăрлана прививка тунă. Ăна тăвиччен малтан врач патĕнче пулса сывлăха тĕрĕслеттермелле, консультаци илмелле. Сывлăха упрасси хамăртан килет»,— пĕлтерчĕ мана районти тĕп больницăри врач-эпидемиолога пулăшакан Галина Сергеевна Макарова.
Источник: "Каçал Ен"