23 октября 2010 г.
«Октябрь ялавĕ» (халĕ «Каçал ен») хаçатпа эпĕ çур ĕмĕр ытла çыхăну тытатăп, унăн ĕçне хутшăнатăп. 1957 çул пуçламăшĕнче Комсомольскине ĕçлеме килсен, малтанхи кунсенчех хаçат редакцине çитме тĕв турăм. Лаврентий Таллеров редактор мана çывăх тăван пекех кĕтсе илчĕ.
— Сире эпĕ республика хаçатне çырнă тăрăх лайăх пĕлетĕп-ха,— ăшшăн кулкаласа сĕтел хушшинчен тухрĕ, мана алă тытрĕ. — Малашне пирĕн хаçата активлă пулăшасса шанатăп...
Чылайччен калаçса лартăмăр. Район пурнăçĕ-ĕçĕпе кĕскен паллаштарнă май вăл хаçата хальтерех мĕнле материалсем кирлине каларĕ.
Банк уйрăмĕн управляющийĕнче ĕçленипе эпĕ ытларах финанспа кредит, экономика енĕпе статьясем çырма тăрăшрăм. Каярахпа хаçатра калавсем, очерксем, критикăлла материалсем те пичетленсе пычĕç. Çавăн чухлĕ информацие пухма чылай ĕçлеме, çынсемпе калаçма тивнĕ, паллах.
Сăмахран, 1987 çулта хаçатра «Çĕнелнĕ ял» ятпа историллĕ пысăк очерк пичетленчĕ. Çак очерка Кивĕ Сĕнтĕрте «Будильник» коммуна йĕркеленинчен тытăнса 1987 çулччен, пĕрлешсе пысăкланнă «Россия» колхоз историне тĕпчесе çырнăччĕ. Кĕскен аса илме. «Будильник» коммунăна 1927 çулта çĕртмен 13-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Ăна тăвасси çинчен калакан решение Аслă Каçал вулăс ĕçтăвкомĕ тепĕр кунах регистрацилесе çирĕплетнĕ. Коммуна тăвас ĕçе пуçаракансенчен пĕри Филипп Никитич Никитин пулнă, ăна пуçлăха суйланă. Унта малтанхи кунсенчех Игнатий Алексеевич Руссаков, унăн мăшăрĕ Мария Петровна кĕнĕ.
Коммунăна Кивĕ Сĕнтĕрти 8, Çуткÿльтен 3 хуçалăх (халĕ Елчĕк районне кĕрет) пĕрлешнĕ. Коммунарсен малтанлăха 3 лаша, 2 плуг çеç пулнă. Ун чух çĕрсене пĕрлештерме май килмен: анисем пĕр-пĕринчен питĕ аякра пулнă. Вĕсем çинче пурте пĕрле ĕçленĕ.
Çак историе çырма коммунарсемпе паллашмалла, калаçмалла пулчĕ. Вĕсенчен пĕри, Николай Осипович Алякин (вăл каярах Верховнăй Совет депутачĕ те пулнă), коммуна çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Устав тăрăх, йыша пĕрлешнисен пĕтĕм пурлăха коммунăна памалла пулнă. Вĕсем пĕр çуртра пурăннă, пĕр столовăйĕнче апатланнă.
Коммунарсем пулнă Дмитрий Тимофеевич Башкиров (вăрçăран урасăр таврăннă), Иоф Григорьевич Чебаков, Анна Петровна Башкирова коммуна ĕçĕ çинчен хавхалансах каласа пачĕç.
Совет влаçĕ ирĕк панипе усă курса, хресченсен пурнăçне çăмăллатас, çĕнĕлле ĕçлес тесе коммуна йĕркеленĕ ĕнтĕ. Коммунарсем пысăк хастарлăх кăтартни ыттисене те унта кĕме илĕртнĕ. Хăйсен поселокне тума та нумай вăй хунă. Часах Коммуна ятлă поселок 25 киле çити ÿснĕ. Халь вăл уйрăм ял шутланмасть, çапах историе кĕрсе юлнă.
Тĕрĕссипе каласан, коммунăн ĕмĕрĕ кĕске пулнă: тĕрлĕ хирĕçÿсем, татса пама йывăр ыйтусем сике-сике тухнă. 1932 çулта коммуна çĕнĕрен йĕркеленнĕ колхоз йышне кĕнĕ.
Кивĕ Сĕнтĕр тата Александровка ял Совечĕсене кĕрекен ялсенче йĕркеленнĕ хуçалăхсем каярахпа пурте «Россия» колхоза пĕрлешнĕ. Çак пысăк хуçалăха Валентин Михайлович Краснов председатель ăнăçлă ертсе пынă.
Хаçатра тем тĕрлĕ ыйту та çĕкленĕ, пурне каласа та пĕтереймĕн. Ял хуçалăх производстви, суту-илÿ, культура, вĕрентÿ, сывлăха сыхласси, çут çанталăк тивлечĕпе тĕрĕс усă курасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, çамрăксене патриотла воспитани парасси тата пурнăçра тĕл пулакан ытти ыйтусем яланах кăсăклантарнă мана. Хаçата çырма хистенĕ, хавхалантарнă.
Пĕррехинче Л.В.Таллеров редактор мана СССР Журналистсен союзне кĕме сĕнчĕ. Эпĕ килĕшрĕм, 1959 çул вĕçленнĕ чухне союза илме ыйтса заявлени çыртăм. Виçĕ рекомендаци кирлĕччĕ. Пĕрне «Октябрь ялавĕ» хаçат редакцийĕ пачĕ. «Коммунизм ялавĕ» хаçатпа «Капкăн» журналта та пĕр сăмахсăрах рекомендаци пачĕç. 1960 çулхи нарăс уйăхĕнче СССР Журналистсен союзĕн членĕ пулса тăтăм.
Пенсие тухсан редакци штатĕнче корреспондентра тăватă тапхăр ĕçлеме тÿр килнĕччĕ (ун чухне пенсионерсене çулталăкра икĕ уйăхран ытла ĕçлеме юраман). Çавна май Г.Уткин, В.Михайлов тата В.Григорьев редакторсемпе ĕçлесе куртăм. Çакă мана хаçат ĕçĕпе тĕплĕнрех паллашма, творчествăлла ĕç опытне пуянлатма чылай пулăшрĕ.
Хаçат ĕçĕ питĕ яваплă, вăхăтра тумалли ĕç. Пурнăç уттипе тан пыма е маларах та пăхма пĕлмелле. Кая юлса пĕлтернĕ информаци вăл пăсăлма пуçланă апат-çимĕç пекех — çынна кăсăклантармасть, хумхантармасть. Тĕп тĕллев — çынсен кăмăлне тивĕçтересси, лайăхрах ĕçлеме, пурăнма хавхалантарасси.
«Октябрь ялавĕ» — «Каçал ен» çуралнăранпа 80 çул çитет. Унăн шăпи пĕтĕмпех район, çĕр-шыв пурнăçĕпе çыхăннă. Коллективизаци, Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсем, ун хыççăн халăх хуçалăхне юсаса аталантарас ыйтусем, мирлĕ вăхăтри пурнăç — çаксем пурте хаçат страницисенче паллă йĕр хăварнă. Вуншар çул каялла пичетленнине пăхатăн та, иртнисем яр уççăн куç умне тухса тăраççĕ. «Каçал ен» пире малашне те пурнăçпа тан утма хавхалантарса пырĕ, малалла йыхравлĕ. Çулĕсене пăхмасăрах вăл яланах çамрăк, вăйпитти, пуян шухăш-кăмăллă та илĕртÿллĕ пуласса шанатпăр.
«Каçал ен» хаçата çитес 2011 çулхи пĕрремĕш çур çула çырăнтарасси малалла пырать. Район пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тесен, ăна вăхăтра çырăнăр!
Источник: "Каçал Ен"