АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх йышне чакарас çул çине тăрасшăн мар

23 октября 2010 г.

Çуллахи шăрăх çанталăка пула хресчен умне йывăрлăхсем тухса тăчĕç. Мĕн акни хĕвел çунтарнипе çитĕнеймерĕ, çунса ларчĕ. Çавăнпах выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçармалăх апат та çителĕклĕ хатĕрлеме пулмарĕ. Çапах та районти ял хуçалăх предприятийĕсем пултарнă таран выльăх апачĕ янтăлама тăрăшрĕç. «Турхан» тата «Изамбаево» кооперативсемсĕр пуçне, выльăх йышне чакарас çул-йĕр çине тăнисем пулмарĕç. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне кăçалхи условисенче упраса хăварас ыйту пирки район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ К.Г.Гимальтдинов каласа пачĕ.

— Кияметдин Гилачевич, паянхи куна Комсомольски районĕнчи кооперативсемпе колхозсенче миçе пуç выльăх усраççĕ? Вĕсен шучĕ ăçта ытларах?

— Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 6653 пуç пулнă, вĕсенчен 2259-шĕ – сăвакан ĕнесем, 4840 пуç сысна. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 120 ĕне сахалрах. Сыснасене вара ытларах усраççĕ, 2009 çулхинчен 570 пуç нумайрах. «Восток» ял хуçалăх кооперативĕнче кĕтÿ чи пысăкки – кунта 779 пуç мăйракаллă шултра выльăх (вĕсенчен 220-шĕ — сăвакан ĕнесем), 938 сы-сна тытаççĕ. «Урожай» (669), «Труд» (567), «Искра» (525) хуçалăхсен те ĕне выльăх йышлă.

— Килти уйрăм хуçалăхсенчи пекех, обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлесси кăçал кăткăсрах пулчĕ. Çак лару-тăруран мĕнле тухаççĕ çĕр ĕçченĕсем?

— Енчен те нормăпа кашни условнăй выльăх пуçне 27 центнер апат единици тивĕçмелле пулсан, пирĕн районта вăтамран 18 центнер апат единици тухать. Паллах, тĕрлĕ хуçалăхра тĕрлĕрен. «Дружбăра» (29 ц а.е.), «Рассветра» (27 ц а.е.) «Трудра» (25), «Урожайра» (23,8) çак енĕпе аванрах ĕçленĕ, вĕсенче выльăхсем тĕрĕс-тĕкел хĕл каçасси пирки иккĕленÿ çук.

1800 гектар çинчи тыр-пула зернофураж çине яма тиврĕ. Хамăр патра пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксем йĕркеллĕ çитĕнейменнипе ытти районсенче, республика тулашĕнче апат шырама тивет. Акă «Искра» колхозпа «Слава» ЯХПК Киров облаçĕнченех утă, улăм турттарчĕç. «Алгапа» «Восток» Пăрачкав районĕпе ĕçлерĕç. Хырхĕррисем 160 тонна, урмаелсем 50 тонна утă кÿрсе килнĕ. Çавăн пекех «Рассвет», «Асаново», Госсортстанци, «Золотой колос» ООО тата ыттисем хуçалăх тулашĕнчен утă-улăм туяннă. Ниçта та выльăх-чĕрлĕх йышне чакарас çул çине тăрасшăн мар.

— 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен кĕтÿре выльăх шучĕ катăлмасан хуçалăхсене патшалăх пулăшу пама шантарать. Пирĕн районти кооперативсемпе колхозсем мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ илме пултарĕç?

— Çапла, кун пирки Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствипе муниципалитет хушшинче килĕшÿ йышăннă. Кашни выльăх пуçне 2300 тенкĕ параç-çĕ. Енчен те пĕр пуç та пулин чакарсан, бюджетран уйăрнă укçа-тенке каялла тавăрса пама тивĕ. Пирĕн района пурĕ 8 миллион та 100 пин тенкĕ уйăраççĕ. Ун çуррине сентябрь уйăхĕнче куçарнă та ĕнтĕ, ытти çывăх вăхăтрах çитмелле. Çак адреслă пулăшу хуçалăхсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсене çирĕп сывлăх, ăнăçу тата чăтăмлăх сунатăп, хастар ĕçшĕн тав сăмахĕ калас килет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика