АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç

23 октября 2010 г.

Октябрĕн 20-мĕшĕнче пирĕн республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Комсомольски районне Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Михайловна Лизакова ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Ун йышĕнче çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Чувашрегионгаз» ООО генеральнăй директорĕ К.С.Мифтахутдинов, федераллă патшалăх статистикин Чăваш Енри территориллĕ органĕн ертÿçин çумĕ П.С.Краснов тата Р.П.Лебедева, конкурентлă политика тата тарифсен службин специалисчĕ, пулчĕç. Çак кун пăхса тухма, халăхпа сÿтсе явма тăватă ыйту палăртнă: районти суйлав пĕтĕмлетĕвĕсем, экономикăпа социаллă аталану тата халăх пурнăçне аванлатас енĕпе тумалли задачăсем, Чăваш Ен Президенчĕ ял хуçалăхне пулăшасси, республикăра пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтересси пирки калакан Указĕсене пурнăçламалли мелсем, организацисемпе предприятисенче, муниципалитетсенче хаçат-журнал çырăнасси.

Роза Лизакова тата ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Георгий Киргизов ертсе пыракан ушкăн Тукай ял поселенине çул тытрĕ. Поселени пуçлăхĕпе О.П.Андреевăпа Тукайри, Тăманлă Выçлири, Вутланри, Çĕнĕ Мăратри культура учрежденийĕсене çитсе çаврăнчĕç, вĕсенчи ĕçченсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Ку тăрăхра библиотекăсем валли çулсеренех 15—18 тĕслĕ периодика изданийĕ çырăнса илеççĕ. Спонсорсем те пулăшаççĕ библиотекарьсене. Шел пулин те, çав клубсене юлашки çирĕм çулта тĕпрен юсаман. Тукайри тата Тăманлă Выçлири çуртсем йывăçран, вĕсене туса лартни 50—60 çул е ытларах та пур-тăр. Çапах культработниксем çулсерен пĕчĕк юсав ĕçĕсем тукаласа, сăрласа çынсене килсе çÿреме юрăхлă сăн кĕртеççĕ. Котельнăйсене çут çанталăк газĕ çине куçарнă. Вутланри клуба вара хăй вăхăтĕнче «Заря» колхоз вăйĕпе тунă. Ял поселенийĕн балансĕ çине куçарманнипе кунта газ кĕртме май килмен, залра ăшăнас тесен çамрăксен тытмалла вылямалла. Çĕнĕ Мăратри культура вучахне йĕркене кĕртме те нумай тăкакланма тивĕ. Кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă çурт, 17 çул хутса ăшăтманнипе, хăйĕн пирвайхи илемне самаях çухатнă. Роза Михайловна Ольга Петровнăна культура çурчĕсене тирпейлĕрех сăн кĕртме, майсем тупса черетпе юсама сĕнчĕ. Ял поселени территорийĕнче 6 ял, 5 культура учрежденийĕ. Бюджетри укçана вара культура çине çеç яма çук-çке, урамсенче тирпей-илем тытса тăмалла, кĕперсем тумалла, масарсенче йĕрке кĕртме тата ытти валли те уйăрмалла. Тăманлă Выçлири Елена Сорокина культорганизатор каланă тăрăх, тÿлевлĕ пулăшусенчен çулталăкне 4 пин е ытларах тенкĕ çеç пуçтарăнать. Мĕнех тăвайăн унпа, урайне валли сăрă туянма та аран-аран çиткелет пулсан. Ял поселенийĕн çĕнĕ пуçлăхĕ Ольга Андреева малтан культура сферинче ĕçленине шута илсен, лару-тăру лайăх енне улшăнасса шанма пулать.

Çĕнĕ Мăратри вăтам шкул ачисемпе тата педагогсемпе, «Каçал ен» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсемпе ирттернĕ тĕл пулусенче Роза Михайловнăпа Георгий Михайлович Пĕрлехи информаци кунĕн темисене сÿтсе яврĕç.

Пĕтĕм Российăри халăх çыравĕ пынă май, П.С.Краснов чылай перепиç участокне çитсе курчĕ. Пирĕн районта октябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне халăхăн 55 процентне çырав хучĕсем çине кĕртнĕ. Чĕчкен, Урмаел ял поселенийĕсенче çак ĕçе питĕ ла- йăх йĕркеленĕ. Районти стати-стика пайĕн ертÿçи З.П.Смирнова Кайнлăк, Хирти Сĕнтĕр, Элпуç тăрăхĕнче вара кăткăслăхсем пуррине палăртрĕ. Шăп çавсене çитме тăрăшрĕ те Петр Степанович. Ытти ушкăнсем Элпуç, Урмаел, Комсомольски ял поселенийĕсенче пулчĕç, республикăн, районăн 9 уйăхри экономика кăтартăвĕсем тавра калаçрĕç, шăрăх çанталăка пула сиксе тухнă йывăрлăхсене çĕнтермелли çул-йĕре сÿтсе яврĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика