АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экскурсире пултăмăр

20 октября 2010 г.

Иртнĕ кунсенче чăваш чĕлхипе литературине тата «Тăван ен культури» предмета вĕрентекенсем Аслă Пăлхар хулинче экскурсире пулчĕç. Ăна йĕркелекенĕ — Светлана Григорьевна Индюкова, районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи.

Аслă Пăлхар хули Тутарстанри Спасск районĕнче вырнаçнă. Тĕпчевçĕсем çырнă тăрăх, ку хула Х ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче йĕркеленнĕ. Кунта чăваш-пăлхарсем пурăннă. Авалхи çул çÿревçĕсем вĕсем пуян та сумлă халăх пулнине палăртаççĕ. Пăлхар-чăвашсен хулине чавса тĕпченĕ чухне тем тĕрлĕ тыр-пул тупнă. Хулара çавăн пекех ремесленниксем, тимĕрçĕсем, металлургсем пурăннă. Кунта Китайран, Багдадпа Дамаскран, Испанирен тата ытти нумай çĕртен суту-илÿ тума килнĕ.

Авалхи Пăлхар хулин пурнăçне тĕпчес ĕçре Мускав университечĕн профессорĕ А.Н. Смирнов тата унăн вĕренекенĕ Т.А.Хлебникова паллă вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем нумай çул тăрăшни сая кайман. Халĕ пăлхар хули – уçă пĕлĕт айĕнчи музей-заповедник. Кашни çул кунта çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен 30 пине яхăн çын экскурсире пулать. Ют çĕр-шывсенчен те килеççĕ. Паянхи кун Аслă Пăлхар хулине кайса мĕскер курма пулать-ха. Саманапа виçесĕр вăхăт Аслă хулана ним юлми пĕтерес тесессĕн те пĕтереймен. Халĕ те кунта мĕн тери чаплă хула пулнине курма пулать. Чи малтанах упранса юлнă Соборнăй мечете асăнмалла. Мĕнле ăста çынсем тунă-ши ăна? Вăл кĕлĕ тумалли вырăн кăна мар, тăшманран хÿтĕленмелли крепость та пулнă. Шап-шурă чултан тунă Кĕçĕн Минарет тÿпенелле кармашать. Мал енчи мавзолей вара хурала тăнă улăп пек курăнать. Çурçĕрти мавзолей ишĕлсе пĕтнĕ, çапах та вăл питĕ чаплă хуралтă пулни паллă. Хĕрлĕ, Шурă, Хура палатăсем...

Хĕрлĕ палата Атăлтан инçе мар, унта авалхи мунча пулнă. Ăна шал енчен кирпĕчсемпе илемлетнĕ. Шыв юхмалли пăрăхсем ун чухнехи вăхăтшăн чăн-чăн тĕлĕнтермĕш пулнă. Кĕçĕн Минаретран çурçĕререх тепĕр чаплă хуралтă пур. Ку вăл Атăлçи Пăлхарстан пысăк культурăллă патшалăх пулнине çирĕплетет.

Çак хулара экскурсире пулса эпир пирĕн чăваш йăхĕн аслашшĕсем пуласлăх валли мĕн тери чаплă хуралтă тĕслĕхĕсем хăварнине курса тĕлĕнтĕмĕр. Мĕн тĕрлĕ шеп хула туса лартнине курса хамăр аваллăхпа мухтанма пултаратпăр.

Аслă Пăлхар хули пирĕн халăх асĕнче ĕмĕрлĕхех юлнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика