20 октября 2010 г.
Çын ĕмĕрĕ шутлă çулсенчен тăрать. Турă панă ĕмĕр çĕр çул. Миçе çулне пурăнса ирттерессине никам та тĕрĕссипе каласа параймĕ. Халĕ çеç пĕрле пурăнакан, малашлăх çинчен калаçакан çын ăнсăртран çут тĕнчепе сывпуллашать.
Çак кунсенче пĕрле ĕçленĕ, пурăннă ырă юлташ Иван Филиппович Филиппов вилсе кайрĕ.
Октябрĕн 8-мĕшĕнче район администрацийĕн ветеранĕсем Ваттисен кунне ирттерме пухăнчĕç. Пенсие кайиччен чылай çул тĕп зоотехникра ĕçленĕ, халĕ Шупашкар çывăхĕнчи ялта пурăнакан ветеран ятарласа уява килнĕччĕ. Хаваслă туйăмлăччĕ, пуринпе те кăмăллăн калаçрĕ Иван Филиппович.
Уяв сĕтелĕ хушшине ларсан ваттисене район пуçлăхĕ Г.Ф. Волков, ветерансен пуçламăш организацийĕн председателĕ П.А.Баринов саламларĕç. Иван Филиппович та сăмах илсе калаçрĕ. Иртнисене, пĕрле ĕçленисене аса илчĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç районта мĕнле пулса пыни çинчен те каламасăр иртмерĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсенче çак ĕç начарланнишĕн пăшăрханса калаçрĕ. Сăмах май каласан, пенсие тухнă хыççăн та районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле ĕçленипе вăл яланах кăсăкланатчĕ. Район хаçатне те ку ыйтупа çыркаласах тăчĕ. Уяв сĕтелĕ хушшинче юнашар ларакан А.М.Жирнов: «Пире асăнмалăх ÿкерсе ил-ха»,— терĕ мана. Эпĕ кăмăлласах сăн ÿкерчĕк турăм. Иван Филиппович калаçăвне вĕçленĕ май чăваш юррине питĕ хавхаланса юрласа пачĕ, ыттисем те ăна пулăшрĕç.
Сăн ÿкерчĕке паян-ыранах тĕл пулса парасчĕ-ха, савăнтăр ырă юлташăм, тесе шутланăччĕ. Вăл кĕтмен çĕртен пиртен уйрăлса кайнă иккен. Иван Филипповичшăн пĕрле ĕçленĕ-пурăннă юлташĕсемпе курнăçни-калаçни юлашки пулчĕ, юрри те, сывă чух тунă сăн ÿкерчĕкĕ те юлашки, юлашки çул умĕн. Йывăр тăпри çăмăл пултăр. Манмăпăр ырă çыннăмăра.
Источник: "Каçал Ен"