20 октября 2010 г.
Çак кунсенче районти тĕп поликлиникăна грипп ернĕ çынсем ытларах килме пуçларĕç. Çавна май çак чир пирки тепĕр хут асăрхаттарни кирлĕ пулĕ.
Грипп — хăвăрт пуçланакан инфекци. Чир сарăлни çынсем пĕр-пĕринпе хутшăнура пулнипе, шăнса пăсăлнипе çыхăннă. Грипп тăруках пуçланать. Пĕр кĕтмен çĕртен çын хăйне япăх туйма пуçлать, вăй-хал чакать, шăнтать, пуç, мышцăсем, сыпăсем ыратаççĕ, ÿт температури 38—40 градуса çитет. Унтан типĕ ÿслĕк пуçланать, сунаслаттарать, пыр ыратать, куççуль юхать, сăмсаран та юн кайма пултарать. Уйрăмах ÿпке шыççи чирĕ хăрушă. Ун пек чухне çын вилме те пултарать.
Грипа хирĕç кĕрешме юлашки çулсенче вакцинăсемпе нумай усă кураççĕ. Вăл — чиртен сыхланмалли лайăх меслетсенчен пĕри. Прививкăна чи малтанах ачасене, халăхпа тачă çыхăнса ĕçлекенсене тумалла. Вĕсен шутне медицина тата суту-илÿ ĕçченĕсем, шкул ачисемпе унта тăрăшакансем, 60 çултан аслăрах çынсем, шала кайнă чирсемпе нушаланакансем кĕреççĕ.
Чир паллисем пуçлансанах врача киле чĕнĕр. Ăна чĕнме май пулмасан поликлиникăна çитме тăрăшăр.
Источник: "Каçал Ен"