20 октября 2010 г.
Тури Тимĕрчкассинчи хуçалăхра кашни кун кирлĕ таварсем сутакан лавккара икĕ Галя вăй хурать. Пĕри — Галина Николаевна Краснова (хĕр чухнехи хушамачĕ Захарова), иккĕмĕшĕ — Галина Алексеевна Галкина (хĕр чухне — Тимофеева). Иккĕшĕ те шкулта лайăх паллăсемпе кăна вĕренетчĕç, спортпа туслăччĕ. Районта ирттерекен спорт ăмăртăвĕсенче пĕрре кăна мар шкул чысне хÿтĕленĕ вĕсем. Кÿршĕ каччисемпе юратса çемье çавăрнă, икшер ачаллă пулнă. Галина Николаевнăн — ывăлсем, Галина Алексеевнăн — икĕ хĕр ача. Çамрăк аннесем килĕштерсе ĕçлеççĕ, вĕренсе ятарлă пĕлÿ илнĕ. Çынсемпе кăмăллă калаçаççĕ, кирлĕ япаласене тупса параççĕ. Лавкки те кунĕпех уçă. Эпир, ватă çынсем, яланах район центрне çÿрейместпĕр, хуçалăхра кирлĕ япалана илсе килме ыйтатпăр та, кил умнех çитерсе параççĕ. Çакăншăн вĕсене чĕререн тав тăватпăр, ĕçре çитĕнÿсем сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"