АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç-хĕле, ÿсĕмсене сăнлать, маттуррисене ырлать

20 октября 2010 г.

 

Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерÿ тунăранпа 1985 çулта 40 çул çитнĕ. Çавна май Аслă çĕнтерÿ уявне ĕç коллективĕсем мĕнле çитĕнÿсемпе кĕтсе илнине çутатсах тăнă «Октябрь ялавĕ». Çапăçусен историйĕсене, ветерансем çинчен те каласа панă хаçат страницисенче.

ВЛКСМ райкомĕн бюровĕ районти выльăх-чĕрлĕх пăхакан çамрăксен ăмăртăвне уйăхсерен пĕтĕмлетнĕ. Дояркăсем, пăру, сысна патĕнче ĕçлекенсем ун чухне пĕр-пĕринпе тупăшса ĕçленĕ. Акă «Вымпелсем панă» статьяра (1985 çулхи апрелĕн 13-мĕшĕ) «Заря» колхозри Е.Ю.Макарова доярка, «Красный Октябрь» колхозри И.А.Рябчикова (Пушкина) пăру пăхакан, «Восток» хуçалăхри Л.И.Михеевăпа Г.А.Шикова сысна пăхакансем март уйăхĕнче социализмла ăмăрту çĕнтерÿçисем пулса тăнине пĕлтерет. Елена Макаровăна вара Марфа Орлова ячĕллĕ куçса çÿрекен вымпел панă иккен. Аслăрах çулсенчисем хушшинче Марфа Орлова «Дружба» колхоз доярки пулнине, хастар ĕçшĕн Ленин орденне тивĕçнине астăвакансем пурахтăр. «Каçал ен» хаçат редакцийĕ тăванĕсенчен ун çинчен çырса е шăнкăравласа пĕлтерме ыйтать.

«Пысăк çитĕнÿсем тунăшăн» статьяра вара (1985 çулхи майăн 25-мĕшĕ) Н.Никифоров района РСФСР Министрсен Совечĕпе ВЦСПСăн куçса çÿрекен ялавне панине çырса кăтартнă. Çак наградăна комсомольскисем 1984 çулта çĕр улми тухăçне, ăна туса илессине тата хатĕрлессине ÿстернĕшĕн тивĕçнĕ.

Çав çулхи çулла «Ĕçкĕпе иртĕхекенсене — çул çук» тематика страници тухса тăма пуçланă. Унта наука ĕçченĕсем, врачсем эрех-сăра сиенĕ çинчен каласа панă. «Симĕс çĕлен» серепинчен хăтăлнисем те ыттисене урă пурнăçа суйласа илме, хăйсенчен тĕслĕх илме сĕннĕ.

1985 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче Комсомольски районĕнче тутар литературипе искусствин кунĕ иртессе пĕлтерет хаçат (июнĕн 8-мĕшĕ). Çав номертех Фанис Яруллинăн, Сибгат Хакимăн, Разиль Валеевăн, Радиф Гатауллинăн, Самат Шакирăн сăввисем, Гумер Башировăн шÿчĕсем пичетленнĕ. Кÿршĕллĕ республикăн çыравçисен пултарулăхне кăштах та пулин пĕлни вулакансен тавра курăмне пуянлатма пулăшнах ĕнтĕ.

Хаçат страницисене уçса пăхатăн та паянхи куншăн тĕлĕнмелли пурах. «Уйăхлăха хутшăнса» статьяран культура ĕçченĕсем фермăсенче пулса концертсем, спектакльсем кă-тартнине пĕлетĕн. Халĕ хĕллехи вăхăтра вĕсем производство объекчĕсенче пулаççĕ-ши. Çу кунĕсенче уй-хире, йĕтемсем çине çитсе кураççĕ-ши. Пур ун пек коллективсем, анчах сайра.

КПСС Центральнăй Комитечĕ 1985 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче «Эрех ĕçмесĕр пурăнассишĕн кĕрешекен «Пĕтĕм Союзри ирĕклĕ общество туса хурасси çинчен» постановлени йышăннă. Çак ыйтăва КПСС райкомĕн бюровĕнче пăхса тухнă-ха. Хаçат страницисенче те ку тематикăпа район шайĕнче яваплă вырăнта ĕçлекенсем те, обществăлла корреспондентсем те, уйрăм çынсем те хăйсен шухăшĕсене пĕлтерсех тăнă. «Хĕскĕч тĕкĕрĕ çинче» рубрикăпа шалти ĕçсен пайĕн органĕсене ÿсĕрле лекнисен хушамачĕсене пичетлесе пынă. Çакă çÿлерех асăннă постановленипе çыхăннă.

«Кашни киле — хаçат-журнал» ятарлă страница хатĕрленĕ. Унта çырăнтару ыйтăвĕсемпе тĕрлĕ çĕртен килнĕ заметкăсене пичетленĕ. Вĕсене тишкерсен парти политикипе çыхăннисем нумайраххине асăрхатăн. «Октябрь ялавĕ» хаçата çырăнса илекенсем йышлă пулнă. «Союзпичетĕн» районти начальникĕ З.Филиппова илсе кăтартнă тăрăх, районĕпе кашни пин çын пуçне 1115 экземпляр хаçат-журнал сарăлнă.

«Октябрь ялавĕ» хаçатра çĕнĕ рубрикăсем уçнă. Вулакансем «Çĕнĕ йăла-йĕркене — пурнăçа», «Сан валли, пахчаçă», «Дисциплина — ĕç никĕсĕ», «Техника прогресĕ — тĕп çул-йĕр», «Пилĕкçуллăх паттăрĕсем» ятсемпе пичетленнĕ статья-семпе хапăлласах паллашнă пулĕ. Вăл темăсемпе чылайăшĕ хăй шухăшĕсене пĕлтернĕ, канашланă, сĕнÿсем панă.

Кирек хăш вăхăтра та нумай çул пурăнакансене хисепленĕ, ăмсаннă та. «Районта — чи ватти» статья Тукай ялĕнче пурăнакан Елизавета Михайловна Такмакова çинчен каласа парать. Август уйăхĕнче вăл 100 çул тултарасси пирки пĕлтерет ывăлĕ Н.А.Такмаков (1986 çулхи январĕн 21-мĕшĕ).

Юлашки çулсенче шкул ачисем ал ĕçĕсен выставкине йĕркеленĕ тĕслĕхсене асăрхаман та, вĕсен пирки çырман та пулĕ. З.Соловьева корреспондентăн «Октябрь ялавĕ» хаçатăн 1986 çулхи январĕн 30-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ «Выставкăра» статйине интересленсе вуларăм. Шкулсенче ачасен пултарулăхне, ал ăсталăхне палăртса пĕтерме çук ĕнтĕ. Çав куравра чи кăсăкли — электричествăпа ĕçлекен хăйнеевĕрлĕ карта. Çакна В.Константинов учитель Кĕçĕн Каçалти 8 çул вĕренмелли шкулти ачасемпе ăсталанă. Статьяра çырса кăтартнă ачасен япалисене асăнса тухма çук ĕнтĕ. Паян та шкулсенче ал ĕçне юратакансем, хитре япаласем тума пĕлекенсем пурах. Выставка йĕркелесен, пĕр-пĕрин опычĕпе те паллашма пулĕ. Ачасен те хавхалану çуралать.

Хаçатра çулсеренех çĕнĕрен çĕнĕ рубрикăсем уçăлса пыраççĕ. Пурнăç хистенипе ĕнтĕ. М.Горбачев çав çулсенче ĕçке хирĕç кĕрешес ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Çак енĕпе ятарлă Указ кăларнă. Паллах, район хаçачĕ çĕнĕ страница уçнă. «Урă пул та ырă пул» ятпа тухса тăнăскер сывă пурнăç йĕркине пропагандăланă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика