16 октября 2010 г.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче парта хушшине пуçласа ларнисене туслă шкул çем-йине илесси йăлана кĕнĕ. Кăçал «Посвящение в первоклассники» уяв октябрĕн 8-мĕшĕнче иртрĕ. Пĕр уйăх каялла, пирĕн пата килнĕ чухне, вĕсем шкулти саккунсемпе правилăсене пĕлместчĕç. Халь вара йĕркене хăнăхса çитрĕç, пĕлÿ тĕнчине шаларах кĕрсе пыраççĕ, малтанхи йывăрлăхсемпе тĕл пулсан та шикленсе ÿкмерĕç. Вĕсене шăпăрлансем мар, чăн-чăн шкул ачисем теме юрать.
Уява 1—5-мĕш классенче вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Ачасем пурте тĕплĕн хатĕрленнĕ. Мероприятие 8-мĕш «б» класри Карина Долгова ертсе пычĕ. Алиса тилĕ, Базилио кушак аçи, Карлсон, Шапоклякпа Мальвина ролĕсенче 5 «б» класра вĕренекенсем пулчĕç. 1-мĕш классем Карлсона шкул, хăвна кунта мĕнле тытмалли, урокра мĕн-мĕн кирли тата лайăх вĕренмелли çинчен каласа пачĕç. Мальвинăна вара ăслă, ырă, ĕçчен пулма, лайăх вĕренме сăмах пачĕç.
Шкул директорĕн вĕрентÿ-шĕн тата воспитанишĕн яваплă çумĕ С.В.Михайлова «1-мĕш класс ачине» свидетельство пани чи хумхануллă самант пулчĕ. Т.Г.Лапшинапа Т.В.Капралова класс ертÿçисем ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне çак уяв ячĕпе саламларĕç.
Пурнăçра чи хаваслă та шухăшсăр вăхăт – шкул çулĕсем. Пĕрремĕш хут иртекен пулăм вара яланлăхах асра юлать.
Источник: "Каçал Ен"