16 октября 2010 г.
Пĕтĕм Российăри халăх çыравне районта ирттерме 8 участок йĕркеленĕ. Çак ĕçе 120 çын ытла явăçтарнă. Кунсăр пуçне çыравçăсене пурлăхпа тата техникăпа та тивĕçтернĕ. Вĕсем октябрĕн 14-мĕшĕнче Çырав ĕçĕсене пикенчĕç.
«Ырă кун! Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ!» — çакăн пек сăмахсемпе кашни киле пырса кĕрет Е.А.Атласкина переписчик. «Пĕр çын çине çырав хучĕсене çырса тултарас пулсан, сахалтан та 15 минутран кая мар вăхăт кирлĕ. Çавăнпа та кашнийĕн пире кĕтсе илме хатĕр пулмалла»,— терĕ Елена Александровна, çула тухма хатĕрленсе.
Эпĕ Комсомольскинчи (ДОСААФ çурчĕ) 1-мĕш номерлĕ стационар участокĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх Çыравĕн пĕр-ремĕш кунĕнче пултăм. Унта килекенсене А.Г.Марина стационарти переписчик кĕтсе илчĕ. «Пирĕн ĕç питĕ яваплă. Çырса тултарнă бланксене каярахпа компьютер шутлать. Çавăнпа та переписчиксем тĕрĕс, тирпейлĕ çырнинчен те нумай килет»,— пĕлтерчĕ мана çак стационар участокĕн заведующийĕ З.К.Артюшкина.
Районти шалти ĕçсен па-йĕнчи сотрудниксем те Çырав тапхăрĕнче службăна вăйлатнă режимпа ĕçлеççĕ. Уйрăмах участок инспекторĕсен çак вăхăтра переписчиксемпе тачă çыхăну тытса тăрăшма лекет. «Хура» списока кĕртнĕ ăнăçсăр çемьесен алăкĕсене переписчиксем пакунлă çынсемпе шаккĕç. Районта пурăнакансене çак тапхăрта тата та тимлĕрех пулма ыйтатпăр. Киревсĕр çынсем переписчик тесе улталаса килсене кĕрсе пурлăха çаратма пултараççĕ. Çавăнпа та переписчиксем килсе кĕрсенех вĕсенчен удостоверенийĕсене, паспорчĕсене кăтартма ыйтмалла. Енчен те шанманлăх, шикленÿлĕх, иккĕленÿ пулсан, çак телефонсемпе шăнкăравлама ыйтатпăр: 5-14-13, 5-13-97»,— пĕлтерчĕ обществăлла хăрушсăрлăх милици начальникĕ А.Г.Ефремов.
Источник: "Каçал Ен"