АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патриот пулма вĕрентет

13 октября 2010 г.

Геннадий Викторовăн тин çеçрех пичетленнĕ «Прерванный полет» кĕнекине кăсăкланса вуласа тухрăм. Писатель унччен те çамрăксене патриотла воспитани парас ыйтупа темиçе кĕнеке çырнăччĕ-ха. Ку кĕнеке пире Йĕпреç районĕнчи Липовкăра çуралса ÿснĕ Раççей Геройĕн Леонид Сергеевич Константиновăн кун-çулĕпе, паттăрла ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарать. Константинов çинчен каласа панă май, писатель ачана патриот пулма хатĕрлесси çемьере, шкулта ашшĕ-амăшĕ тата учительсем мĕнле ĕçленинчен нумай килнине палăртать. Константинов çемьере, Липовка шкулĕнче ачаран патриот туйăмĕпе ÿснине ырă тĕслĕхсемпе çирĕплетсе панă. Пĕрле вĕреннисем, ĕçленисем, ашшĕ-амăшĕ, мăшăрĕ, хĕрĕсем каланинчен Константинов ăнсăртран паттăр çын пулманни уççăн курăнать. Вăл ачаран ĕçе юратса тĕплĕн тума, лайăх вĕренме хăнăхнă. Çамрăклах летчик пулма ĕмĕтленнĕ, уйрăмах вертолетсем кăмăлне кайнă.

Сызраньти çар училищине ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе Леня летчик пулас ĕмĕтне пурнăçланă. Чикĕсене хÿтĕлекен ФСБ авиацийĕн чаçĕсенче служба пусми тăрăх авиаполк эскадрилйин командирне çити çĕкленнĕ, подполковник званийĕпе служба тивĕçне пурнăçланă. Çирĕп дисциплинăллă, пысăк квалификациллĕ, коллективпа пĕлсе ĕçлеме пултаракан командира чи яваплă заданисене пурнăçлама шаннă.

Служба тивĕçне унăн Афганистанра, Таджикистанра, Çурçĕр Кавказра пурнăçлама тивнĕ, вăрçă йывăрлăхĕсене чăтăмлăн тÿссе ирттернĕ вăл, заданисене ăнăçлă пурнăçласа пынă.

2001 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Леонид Сергеевич экипажне депутатсене тата влаçри ытти çынсене — 15 пассажира Владикавказа илсе çитерме задани панă. Боевиксен позицийĕсем урлă вĕçме тивнĕ. Боевиксем тата вĕсен снайперĕсем хăрушшăн пеме пуçланă, МИ-8 командирне вăйлă амантнă. Çапах экипаж тăшман вутĕнчен çăлăнса тухать. В.Г.Норов штурман вертолета хăрушлăх çук вырăна антарса лартать. Константинов госпитале кайнă чух çул çинче вилсе каять. Çапла 40 çулхи паттăр летчик пурнăçĕ татăлать. 2001 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче кăларнă 952 номерлĕ Указпа РФ Президенчĕ Л.С.Константинова Раççей Геройĕ ятне панă (вилнĕ хыççăн).

Юратнă мăшăрĕ Людмила Николаевна хăйĕн ĕçне-пурнăçне мăшăрĕн эскадрилйипе çыхăнтарать, техника уйрăмĕнче ĕçлеме пуçлать.

Константиновăн хĕрĕсем Ольăпа Александра ашшĕне питĕ юратнă, ун пек пулма тăрăшнă. Иккĕшĕ те ФСБ пограничнăй институтне вĕренсе пĕтерсе чикĕри контроль службинче ĕçлеме пуçлаççĕ.

Г.Н.Волков ученăй этнопедагогăн воспитани ĕçĕнче ырă тĕслĕхпе юрату пысăк вырăн йышăнни çинчен каланă статйине кĕртни кĕнекене пуянлатать.

Автор пограничниксен авиацийĕн историйĕпе паллаштарать, çамрăксене те, ÿсĕмри çынсене те чăвашран тухнă Раççей хăш-пĕр геройĕсем çинчен кĕскен каласа парать.

Çак кĕнеке шкулсенче истори тата Паттăрлăх урокĕсем ирттерме кирлĕ лайăх пособи пуласса шанатăп.

Липовкăра Л.С.Константинов музейĕ ĕçлет. Йĕпреçре МИ-8 вертолета постамент çине вырнаçтарнă. Геройăн тăван çурчĕ çине тата Липовка шкулĕ çумне асăну хăмисем çакнă.

Сăмах май каласан, Раççей Геройĕн Л.С.Константиновăн йăх тымарĕ Комсомольски районĕнче, Аслă Чурачăк ялĕнче. Вĕсем 1936 çулта пурнăçа çăмăллатас тĕллевпе вăрманлă Липовкăна пурăнма куçнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика