13 октября 2010 г.
Сентябрь вĕçĕнчи ăшă та тÿлек кун Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче вĕренекенсем экскурсие пуçтарăнчĕç. Шупашкарта та, Хусанта та пулса курнă вĕсем. Хальхинче вара тĕнчипе паллă поэт — А.С.Пушкин музейне, Чулхула облаçĕнчи Болдино ялне çул тытрĕç.
Шăпах 180 çул каялла çакăнта пĕрремĕш хут пулнă чаплă çыравçă. Сентябрь — ноябрь уйăхĕсенче кĕркунне илемĕпе киленсе мĕн чухлĕ сăвă-калав, юмах-пьеса çырман-ши вăл! Ку вăхăт уншăн чи юратнă çут çанталăк тапхăрĕ пулнă-çке.
Автобус ачасене музей-заповеднике часах илсе çитерчĕ. Чăнах та, мĕн тери илемлĕ кунта! Пушкин лартнă лиственница çумĕнче тăни, вăл çÿренĕ пÿлĕмсенче пулни, унăн ал çырăвне çывăхран курни, шурă кĕперсем урлă каçни — пурте асамлă юмахри пек туйăнчĕ. Поэт пурăннă чухнехи илемлĕ çи-пуçа курсан вара ачасен те çав вăхăта лекес килчĕ тейĕн. Тахçан Пушкин уçăлса çÿренĕ вырăнсенче капăр кĕпеллĕ хĕрсемпе гусарсем, илемлĕ фраклă каччăсем асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турĕç.
Çул çÿреве йĕркелекенсене — Е.М. Акчурина, В.В.Любимова, М.В.Григорьева учительсене — вĕренекенсем экскурсие илсе килнишĕн тав турĕç.
Асăнмалăх сувенирсем туяннă ачасем аслă поэт пурăннă ялтан тулли кăмăлпа таврăнчĕç.
Источник: "Каçал Ен"