13 октября 2010 г.
Ыран Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланать. Районта пурăнакан кашни çын перепись хучĕсем çине кĕртнĕ ыйтусем çине тĕплĕн хуравласса шанас килет. Переписчиксем килсем тăрăх çÿрĕç. Тен, хăш-пĕрисем килне кĕртес мар тейĕç. Çакна шута илсе район территорийĕнче 8 стационар участокĕ туса хунă. Вĕсем çак адрессемпе вырнаçнă: Комсомольски ялĕнче икĕ участок, иккĕшĕ те Октябрь урамĕнчи 22-мĕш çуртра (ДОСААФ çурчĕ, телефонĕ — 5-16-97); Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн çурчĕ (Центральная урам, 1-мĕш çурт, 30-2-46); Элпуç ял поселенийĕн çурчĕ (Центральная урам, 1-мĕш çурт, 42-2-42), Урмаел ял поселенийĕн çурчĕ (Центральная урам, 51-мĕш çурт, 34-2-40); Чĕчкен ял поселенийĕн çурчĕ (Аслă Чурачăк ялĕ, Ленин урамĕ, 144-мĕш çурт, 37-2-25); Тукай ял поселенийĕн çурчĕ (Садовая урамĕ, 1-мĕш çурт, 32-2-18); Хырхĕрри ял поселенийĕн çурчĕ (Пожеданов урамĕ, 20-мĕш «а» çурт, 44-2-47). Çак участоксене пырса хăвăр çинчен пĕлтерме пултаратăр. Участоксем октябрĕн 14—25-мĕшĕсенче 8 сехетрен пуçласа 21 сехетчен ĕçлеççĕ.
Источник: "Каçал Ен"