09 октября 2010 г.
Паянхи кун та ача-пăчан, çавăн пекех аслăрах çулхисен те тĕл-тĕл пыйтă пуррине палăртаççĕ. Медицинăра ăна педикулез теççĕ. Вĕсем тум-тирсем çинче те, пуçра та, çыннăн çÿç, çăм ÿсекен вырăнĕсенче те пулма пултараççĕ. Юнпа тăраннипе, пыйтăсем çыртнă вырăнта юн тухни, кĕçĕттерни пулать.
Педикулез чирĕ час-часах шкулсенче, ача сачĕсенче, çынсем ытларах пурăнакан вырăнсенче пĕр-пĕрин çине ерет. Ку чирпе сиенленесрен хăтăлма пулать. Врачсем сĕнекен профилактика меслечĕсене çеç пăхăнмалла. Кил-çуртра, çи-пуçра тасалăх хуçаланмалла. Хамăр усă куракан япаласене таса тытмалла, тум-тире, вырăн хатĕрĕсене çуса тăмалла. Ют çынсен япалисемпе усă курмалла мар. Çакăн çинчен кашниех пĕлет пулин те асăрхаттарни вырăнлă.
Источник: "Каçал Ен"