АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавăрнă укçана – ача сачĕсемпе больницăсене

09 октября 2010 г.

 

Чăваш Ен Президенчĕ хуласемпе районсенче çÿренĕ чух бюджет организацийĕсем валли хаклă хакпа апат-çимĕç туяннине асăрхаттарнăччĕ. Вăл пуçарнипе çитменлĕхсене тĕрĕсленĕ май тупăннă укçа-тенке яваплă çынсем бюджета тавăрма пуçланă. Президент хушăвĕпе килĕшÿллĕн çак укçа социаллă учрежденисен нушисемшĕн каймалла: ача сачĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстерме, чирлисем валли шприц, суран çыхмалли материалсем, юн ямалли тытăм тата санитари хатĕрĕсем йышши медицина изделийĕсем туянма. Ÿкĕнекенсен йышĕнче малтанах Канаш хула больницин тĕп врачĕ К.Эскеров тата асăннă хулан вĕрентÿ уйрăмĕн пуçлăхĕ Л.Иванова пулнă.

Уйрăм социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕçе туяннă чухне бюджет укçи-тенкине тăкакланине министерствăсем тата Чăваш Ен ведомствисем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле тĕрĕслесе тăраççĕ.

ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин кăтартăвĕсем тăрăх сентябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне тухăçсăр тăкакаланă 1524,05 пин тенке тавăрса панă, çав шутран вĕрентÿ учрежденийĕсем — 610,594 пин тенкĕ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем 913,454 пин тенкĕ.

ЧР Сывлăха сыхлас ĕç министерстви 8 учрежденире тĕрĕслев ирттернĕ, 4-шĕнче бюджет укçине тухăçсăр тăкакланине палăртнă. Вĕсенче пĕтĕм суммăна каялла тавăрса панă.

Муниципалитетсен сывлăх сыхлавĕн учрежеденийĕсем бюджет укçи-тенкипе тухăçсăр усă курнă хисепе кунсерен тавăраççĕ, çав шутра Патăрьел районĕ — 26,5 пин, Çĕнĕ Шупашкар — 21,1 пин, Комсомольски — 13,34 пин, Çĕмĕрле хули — 9,5 пин, Хĕрлĕ Чутай — 9,14 пин, Вăрмар районĕ — 6,6 пин, Етĕрне районĕ — 6,0 пин, Муркаш районĕ — 3,7 пин, Канаш хули — 3,0 пин, Пăрачкав районĕ — 1,7 пин тенкĕ.

Бюджет укçи-тенкине тухăçсăр тăкакланăшăн çак çынсене ĕçрен кăларнă: Шăмăршă район администрацийĕн финанс пуçлăхне тата Шăмăршă тĕп район больницин экономистне, Çĕмĕрле хула администрацийĕн сывлăх сыхлавĕн уйрăмĕн пуçлăхне, Елчĕкри тĕп район больницин тĕп врачне. Шăмăршă район больницин тĕп врачне тата асăннă районти шкул çулне çитмен ачасен тăватă вĕрентÿ учрежденийĕн заведующийĕсене, Йĕпреçри тĕп район больницин тата «Ибресинский» пĕрлешÿ ертÿçисене, Комсомольски тата ытти районти апат-çимĕç туянассипе ĕçлекен вĕрентÿ тата сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен специалисчĕсене выговор панă.

Бюджет укçи-тенкине мĕнле тăкакланине октябрь вĕçĕчченех тĕрĕслесе тăрĕç. Чăваш Ен Президенчĕ лару-тăрăва тÿрлетме тата укçа-тенке тавăрса пама татăклă вăхăт палăртнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика