09 октября 2010 г.
Юлашки çулсенче Раççейре, республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та çĕнĕ чиркÿсем, часовньăсем чылай турĕç. Вулакансене паллаштарар-ха: халĕ пирĕн республикăра 212 чиркÿ, 8 мăнастир, 36 вырсарни шкулĕ, тĕн училищи пур. Çавăн пекех ĕçлесе юсанмалли, сипленмелли учрежденисенче те кĕлĕ пÿлĕмĕсем ĕçлеççĕ. Унта пачăшкăсем тата турра ĕненекенсем тăтăшах пулаççĕ. Çакна палăртать Л.Ю.Браславский Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă «Шупашкар — Чăваш Ен епархийĕнчи чиркÿсемпе часавайсем» кĕнеке-альбомăн ум статйинче. Вăл нумаях пулмасть çеç çапăнса тухнă-ха. Ăна алла илсен республикăри чиркÿсем, мăнастирсем, кĕлĕ çурчĕсем пирки пĕлме май пур. Унта истори, тĕн йăли-йĕрки туллин палăрать.
Кĕнеке ячĕ «Действующие храмы: часовни, монастыри Чебоксарской и Чувашской епархии» ятлă. Эсир ун страницисене уçса пăхсан хамăр районти чиркÿсен историйĕсене те пĕлме пултаратăр.
Источник: "Каçал Ен"