09 октября 2010 г.
Пытарма кирлĕ мар, халăх эрех-сăрапа аванах туслă. Нимĕнле çуралнă кун-юбилей те, туй-çăнăхта та çак хаяр шĕвексемсĕр иртмест. Хăнана килнĕ çынна та пылак чейпе кăна хăналас вырăнне 40 градуслипе сăйлатпăр. Хисеплетпĕр, юрататпăр-çке хăнана, çавăнпа питĕ тараватлă пулма тăрăшатпăр. «Симĕс çĕленпе» туслашасси çирĕпленсех пырать вара. Ялсенчи çынсем те паллă кунсене кафе-ресторанта уявлама тăрăшаççĕ.
Пĕррехинче палланă пĕр хĕрарăм, чунĕ тăвăлса çитнипе, çапла каланăччĕ: «Урамĕпех ĕçеççĕ вĕт-ха. Пĕччен пурăнакан хĕрарăм упăшка ăна ĕне чĕрни касса панăшăн эрех-сăрапа татăлчĕ. Тĕрĕссипе, мăшăра çынсене пулăшма яма та хăрама пуçларăм: яланах сыпса таврăнать».
Çапла, эрех ăшне путмаллипех путрăмăр. Хамăра хÿтĕлесе вара çапла калатпăр: «Эпир час-часах ĕçместпĕр вĕт, паллă кунсенче кăна. Юлташсен çуралнă кунĕнче епле ĕçмĕн. Уява ма «отмечать» тумалла мар вара». Уявĕ вара — кашни кун.
Пĕррехинче Канаша каякан автобуспа çула тухрăм. Икĕ арçын пĕр-пĕринпе калаçни хăлхана кĕчĕ. Пĕри аякран куçса килнĕ иккен, чăвашла пĕлмест. Тепри вара чăвашах. Вырăс арçыннинчен ыйтать: «Тахçантанпах ялта пурăнатăн, чăвашла калаçма вĕренсе пыратăн-и». «Ик-виçĕ сăмах кăна лайăх пĕлетĕп, вĕсене каласанах мана мĕн кирлине пурте ăнланаççĕ»,— мăнаçлăн хуравлать тепри вырăсла. Малалла итлесен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм вара. Çак вырăсран килнĕ çыннăн лексиконĕнче «мухмăр» тата «çур литр» сăмахсем кăна вырăн тупнă иккен.
Эрех-сăрапа туслă çыннăн сăн-пичĕ те урăхла. Калаçăвĕ те пакки-чиккисĕр. Иртнĕ кунсенче «симĕс çĕлен» тыткăнне лекнĕ хĕрарăмпа пĕр сĕтел хушшинче ларма тиврĕ. Тум-тирĕ латсăр, килĕнче те тирпейлĕх курăнмарĕ. Ниçта та ĕçлемест. «Манран аслă пулсан та, çамрăкрах курăнатăн эсĕ»,— терĕ вăл мана. Эпĕ ăна çапла хуравларăм: «Пурте хамăр алăра. Тĕнчере пин-пин çул. Хăшне суйласа илесси хамăртан килет. Эрех черкки ăшне кĕрсе ÿксе эсĕ пурнăç илемне курмастăн».
Унтан тата тепĕр япала мана питĕ пăшăрхантарать. Ир-ирех райцентра, ĕçе тухнă пек, ар-çынсем пухăнаççĕ. Ăçта ĕçлесе çемьене укçа килсе парас тесе шухăшлаççĕ тетĕр-и. Çук. Кам та кам мухмăра 50 грамм та пулин ярса парать тесе юлташĕсене кĕтеççĕ. Е иртен-каян çынран 10—20 тенкĕ те пулин кивçен ыйтса «чĕрĕлесшĕн».
Общество умĕнчи пысăк хăрушлăха сирсе ярас тĕллевпе Раççейре эрехĕн чи пĕчĕк виçеллĕ хакне палăртнă. Кăçалтан çур литрлă эрех кĕленчи 89 тенкĕрен кая пулмалла мар. Çакă эрехе вăрттăн хатĕрлессине пÿлме пулăшать.
Эрехпе туслашсан чыса çухататăн тенине ăша хывса пурăнасчĕ.
Источник: "Каçал Ен"