АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн Крахьян аппа

09 октября 2010 г.

 

А.И.Семенова 1925 çулта Асанкассинче кун çути курнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă Крахьян. Çуллахи вăхăтра хирсенче çум çумланă, хĕлле вара аслисемпе пĕр танах тăрса вăрман каснă, вутă турттарнă тата ытти ĕçсене те пурнăçланă. 1932 çулта ялти шкулта пĕрремĕш хут парта хушшине ларнă. Вĕренÿре тăрăшуллă хĕр ача уйрăмах математика предметне юратнă.

1941 çулта, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан, çамрăк хĕре Пăрачкав районне окоп чавма илсе кайнă. Хаяр вăрçă кунĕсенче Крахьян тантăшĕсемпе пĕрле 3 уйăх окоп чавнă. Унтан таврăнсан, вунçиччĕрискерне, тракториста вĕренме янă. Алла специалист пулнине çирĕплетекен хут илсен хĕр трактористра ĕçлет. «Пĕрремĕш хут хирсене сухаланă самантсем куçа хупсан та аса килеççĕ. Аслă Чурачăк, Хурнай, Анат тата Тури Тимĕрчкасси, Тукай Мишер ялĕсем çывăхĕнчи хирсен кашни лаптăк çĕрне ал тупанĕ пек пĕлетĕп. Хăш-пĕр чухне çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр лайăх çанталăкпа усă курса çĕре кăпкалатнă, сÿреленĕ...»,— аса илет хĕрÿ ĕç тапхăрĕсене А.Семенова.

Ун хыççăн вăл колхозрах кладовщицăра ĕçлеме пикенет. Маттуррине кура Крахьян аппана ĕçре ÿстереççĕ, бригадира лартаççĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăн, 1948 çулта, Улатăр районĕнчи Кирене вăрман касма çÿренĕ. «Ялтан манпа татах та çынсем пĕрле ĕçленĕ. Питĕ сивĕччĕ, алăсем-урасем пăр татăкĕ пек пулатчĕç»,— малалла тăсрĕ аса илÿ çăмхине А.Семенова.

1948 çулта Иван Семеновпа пĕр çемье çавăраççĕ. Вĕсен хĕр çуралать, Улькка ят параççĕ ăна. Анчах та йывăр чире пула кил хуçи сарăмсăр çĕре кĕрет. Крахьян аппа пĕртен-пĕр тĕпрен-чĕкне пĕчченех ура çине тăратать.

Ырми-канми тăрăшать хĕрарăм: малтан колхозра кладовщикра, каярахпа чăх-чĕп, сурăх фермисенче вăй хунă. 1980 çулта вара тивĕçлĕ канăва кайнă. Пенсие тухсан та килте алă усса лармасть, тата 3 çул бригадăра тăрăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна ял хуçалăх производство кооперативĕ кашни çул Ваттисен кунĕнче парне парса чыслать.

«Ĕçсĕр лараймастăп. Çамрăк чухне çăка çулçи, юман йĕкелĕн çăнăхĕнчен икерчĕ, крахмал нумай çинĕ. Çавăнпа нумай пурăнатăп пулĕ»,— шÿтлет тăтăшах Крахьян аппа. Ăна 5 мăнук тата мăнукĕсен ачисем савăнтараççĕ.

А.Семенован Хисеп грамотисем кăна мар, медаль те чылай. Ăна «1941—1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Ĕçри хастарлăхшăн», юбилей медалĕсемпе наградăланă. Вăл «Хисеплĕ колхозник» ята та тивĕçнĕ.

Халĕ ветеран килти хуçалăхра вăй çитернĕ ĕçсене пурнăçлать, пĕртте канăçа пĕлмест.

«Ĕç вăл — пурнăç илемĕ», тет. Ку чăннипех те тĕрĕс.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика