АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем – ăс-хакăл çăл куçĕ

09 октября 2010 г.

Элпуç ял поселенийĕнче 275 пенсионер пурăнать. Вĕсенчен нумайăшĕ тивĕçлĕ канура пулсан та, «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативне вăй çитнĕ таран пулăшать.

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Элпуçĕнче Ваттисен кунне анлă уявларĕç. Пухăннисене саламласа «Дружба» ЯХПК председателĕ Р.М.Мансуров, Эльпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.П.Носов ăшă сăмахсем каларĕç. «Çамрăк ăрăвăн тĕп тĕллевĕ — аслă ăру çыннисен пурнăçне лайăхрах, туллирех тăвасси. Вĕсем — ăс-хакăл çăл куçĕ, пĕлÿ тата пурнăç никĕсĕн управçисем»,— терĕ Ремис Мансурович, ватăсене саламласа.

Уява пухăннисене культура ĕçченĕсем концертпа савăнтарчĕç. Уйрăмах Зинаида Михайловăпа Александра Павлова, Анастасия Громова, Агафия Никитина, Мария Макарова, Нина Антонова, Валентина Адиганова тата Надежда Павлова номерĕсем куракансене килĕшрĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика