АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăк кăмăлсемпе саланчĕç

09 октября 2010 г.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче октябрĕн 1-мĕшĕнче Ваттисен кунне анлă паллă турĕç. Чи малтанах пухăннисене шкул директорĕ А.С.Терентьев ăшă сăмахсем каларĕ. 4-мĕш «б» класс (руководителĕ О.Г.Матвеева) ачисем Т.П.Титов музыка учителĕ ертсе пынипе уява пуçтарăннисене савăк кăмăл парнелерĕç. Çавăн пекех Александра Атласкина, Анна Титова, Дария Спиридонова, Александра Мамуткина, Алсу Яфизова, Елена Никитина, Анна Каюкова, Александра Семенова, Илемпи Карзакова вĕренекенсем илемлĕ юрăсемпе нумай çул шкулта тăрăшнă ватăсене тыткăнларĕç. Ксения Гришина юрланă «Тавах, анне» юрă пурин кăмăлне те кайрĕ. Уяв программине Екатерина Свининăпа Надежда Гордеева ертсе пычĕç. Ватăсем килĕсене савăк кăмăлсемпе саланчĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика