АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курса калаçрĕç, çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç

09 октября 2010 г.

Иртнĕ кунсенче «Каçал ен» хаçат редакцийĕ Ваттисен кунне йĕркелерĕ. Çак уява нумай çул кунта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем пуçтарăнчĕç. Вĕсем килсенех кашни пÿлĕме кĕрсе çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç.

Пухăннисене чи малтанах хаçатăн тĕп редакторĕ Любовь Георгиевна Шуряшкина саламларĕ, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех вăл редакци ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ, малашнехи тĕллевсене палăртрĕ.

Хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем те ветерансене, Николай Константинович Скворцова, Людмила Дмитриевна Бариновăна, Валентина Петровна Тимофеевăна, Зинаида Николаевна Соловьевăна, Валерий Ананьевич Чубаева, Василий Васильевич Гаврилова, саламласа ырă сăмахсем каларĕç. Ветерансемпе пĕрле юрăсем шăрантарчĕç, Николай Скворцов баян каласа юрлаттарчĕ.

Тивĕçлĕ канури çынсем уява ирттернĕшĕн тав турĕç, малашне те редакцие тăтăшах килсе çÿреме шантарчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика