АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учительсене чысларĕç

09 октября 2010 г.

Кашни çыннăн ачалăхĕнче хăйĕн çăмăл мар ĕçне чунтан парăннă чăн-чăн Учитель пулнă. Шăпах вăл, Вĕрентекен, професси тата пурнăç çулне суйласа илме витĕм кÿрет. Ку — яваплă та пархатарлă мисси. Педагогсен ĕçĕ çинчен сăмах пычĕ те октябрĕн 7-мĕшĕнче, Учительсен кунне халалласа район администрацийĕн залĕнче ирттернĕ савăнăçлă уявра. Вĕрентÿ ĕçĕнче нумай çул тăрăшнă хисеплĕ ветерансене, паян кун ачасене пĕлÿ парса чыс-хисеп çĕнсе илнисене йыхравланă кунта.

«Районта халĕ ĕçлекен пĕтĕм специалиста, ял хуçалăх ĕçченĕсене эсир вĕрентнĕ, малтанхи пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хăвăрăн ĕçĕре тÿрĕ кăмăлпа, пĕтĕм яваплăхпа туса пынăшăн пурне те тав тăватăп, ырлăх-сывлăхпа ăнăçу сунатăп»,— терĕ район пуçлăхĕ Геннадий Волков. Педагогсене професси уявĕпе саламлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Чувашрегионгаз» тата «Чувашсетьгаз» предприятисен генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов та килнĕ. Хăйсен сăмахĕсене Геннадий Федоровичпа Кияметдин Садыртдинович районти чи лайăх вĕрентекенсене хисеплĕ ятсем, Хисеп грамотисем, тав сăмахĕсем панипе вĕçлерĕç.

Вĕрентÿ ĕçченĕсен профком председателĕ Алексей Яковлев та творчествăлла ĕçлекен вĕрентекенсем нумайланса пынăшăн савăннине пĕлтерчĕ. Учительсене вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисене парса чысларĕ. РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ Татьяна Кокоревăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕ Галина Мамуткина хăйсен ĕçне тивĕçлипе хакланăшăн, обществăри пысăк вырăнне палăртнăшăн тав туса сăмах каларĕç.

Професси уявĕ ячĕпе учительсене Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем тата райцентрти 1-мĕш номерлĕ вăтам шкул вĕренекенĕсем илемлĕ юрăсем парнелерĕç. «Журавли» юрра вара ачасемпе пĕрле пĕтĕм зал юрларĕ. Вăл кашнинех юратнă учительсем çинчен тата шкулта ирттернĕ çулсене аса илтерчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика