06 октября 2010 г.
Нумаях пулмасть эпир «Рябинушка» ача садĕнче тÿрех виçĕ уява паллă турăмăр тесен те тĕрĕсех пулĕ. Кăçал — Вĕрентекен çулталăкĕ. Шкул çулне çитменнисене парта хушшине ларма шăпах пирĕн ĕçченсем хатĕрлеççĕ. Раççейри воспитательсен, Вĕрентекен кунĕсем ячĕпе пĕрле канма, савăнма ветерансене те чĕнтĕмĕр. «В некотором царстве...» спектакле курсан вĕсем хăйсем те ачалăха аса илчĕç. «Умелые руки» конкурс та кăмăлне кайрĕ тесе шутлатпăр. Вĕсем В.К.Коновалова, С.А.Краснова, Л.Г.Пурлушкина, В.И.Петрова ĕçĕсемпе хапăлласа паллашрĕç. Г.Н. Ильязова, О.А.Владимирова, Г.З.Рахимзянова, Г.Г.Тукаева тутлă апат-çимĕç хатĕрлесе килнĕ. Хăнасем тата халĕ ĕçлекен воспитательсем хăйсене ĕçре сĕнÿсемпе, канашсемпе пулăшса пынă ветерансене тав турĕç.
Источник: "Каçал Ен"