06 октября 2010 г.
Пирĕн районтан чăваш халăхĕ юратса вулакан çыравçăсем сахал мар тухнă. Вĕсене пурне те асăнса пĕтереймĕн. Л.Таллеров, Х.Агивер, Г.Чаржов, В.Шемекеев, Д.Гордеев, В.Туркай ячĕсене илтмен çын çук пулĕ. Н.Патман, А.Милли ячĕсене пурте пĕлеймĕç. Куçма Турхан тесен тÿрех «Сĕве Атăла юхса кĕрет» роман аса килет. Çамрăккисем, тен, ăна вуламан та пулĕ. Вăл чăваш халăхĕн историне курăмлă фактсемпе çырса палăртнă.
Куçма Турхан Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче 1915 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. Кăçал унăн юбилей, çуралнăранпа 95 çул çитет. Кузьма Сергеевич Сергеев пĕчĕкренех ашшĕ-амăшĕсĕр ÿснĕ, тăлăх ачасен шкулĕнче воспитанипе пĕлÿ илнĕ. 1934 çулта Канашри педагогика техникумне вĕренсе пĕтернĕ. Пĕр вăхăт ялти шкулта ачасене чăваш чĕлхин тата литературин пуянлăхне ăса хывма пулăшнă, вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Çав çулсенчех вăл В.В.Воровской ячĕллĕ Ленинградри журналистика институтĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ. 1935 çулта ăна ЧАССР Совнарком çумĕнчи радио информаци комитетĕнче ĕçлеме чĕннĕ. Унта вăл çара кайиччен редакторта тăрăшнă.
1937—1940 çулсенче унăн, хĕсметре тăма тивнĕ вăхăтра, Хĕвел анăç Белоруссине ирĕке кăларассишĕн кĕрешме, шурă финсене хирĕç çапăçма тивнĕ.
Тĕрлĕ вăхăтсенче Куçма Турхан Чăваш Кĕнеке издательствин редакторĕнче, ЧАССР писательсен союзĕн литконсультĕнче, Чăвашглавлит начальникĕнче вăй хунă. 1949 çултанпа тĕпренех литература ĕçне пуçăннă. Республикăри хаçат-журналсенче унăн хайлавĕсем 1936 çултан пичетленме пуçланă. 1941 çулта калавсемпе очерксен «Атакăра» кĕнеки кун çути курнă. Унпа çыравçă Белоруç, Украина тăрăхĕнчи совет салтакĕсен паттăрлăхне кăтартса панă.
«Иван Смирнов пулеметчик» очеркра (1942 çул) хамăрăн паттăр ентешĕмĕр çинчен çырса кăтартать. 1951 çулта «Йăмраллă ял», 1954 çулта «Кĕтне хĕрринче» романсем калăплать. Вĕсенче пирĕн тăрăхри ял-йыш пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ уççăн курăнса тăрать. К.Турхан пултарулăхĕнче чи пĕлтерĕшли — «Сĕве Атăла юхса кĕрет» трилоги-роман. Ун çинчен нумай-нумай çырма пулать. Кĕскен каласан, унта чăваш халăхĕн историйĕ. Уншăн автора К.В.Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх премине панă. Вăл вырăс тата совет литературинчи чылай произведенине те чăвашла куçарнă.
Литературăри пултарулăхшăн çыравçăна патшалăх «Хисеп палли» орден, чылай медаль, ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотисем парса чысланă.
Куçма Турханăн романĕсене, калавĕсене, очеркĕсене малашне те пурте хапăлласа вуласса пĕрре те иккĕленместĕп.
Источник: "Каçал Ен"